Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирус ĕмĕре кĕскетет

30 мая 2012 г.

А.ТРИФОНОВА, гигиена енĕпе ĕçлекен медицина сестри.

Пирус – ирĕклĕн сутма чарман пĕртен-пĕр НАРКОТИК. Унра 400 ытла сиенлĕ япала, хими хутăшĕ...

Туртакансем хăйсене кăна мар, пĕрле пурăнакансен сывлăхне те хавшатаççĕ. Сигарет çăвара илсе курманнисем пирус сĕрĕмне вĕсенчен 15 процент чухлĕ çеç сахалрах çăтаççĕ иккен.

Пирус сиенĕ çинчен пĕлетпĕр пулин те Раççейре пурăнакансенчен вăтамран 40 проценчĕ туртать. Вĕсенчен çуррине яхăн кунне пĕр пачка таранах мăкăрлантарать.

Пĕр сигарет этем ĕмĕрне 5-6 минут чакарать, туртакан çын кун-çулĕ вăтамран 10 çул ытла кĕскелет.

Чĕлĕм сĕрĕмне пула тĕрлĕ чир-чĕр вăй илсе аталанать, вĕсене пула Раççейре кашни çул вăтамран 400 пин, тĕнчипе 4 миллион çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса каять. Кашни 5-мĕш вилĕм – çак наркăмăша пула.

Туртма пăрахас текенсене валли эмелсем: никоретте, никотинолл ТСС, антитаб, табекс, коррида.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика