Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача тата телевизор

26 мая 2012 г.

А.ВЛАДИМИРОВА хатĕрленĕ.

Пушă вăхăтра сирĕн тĕпренчĕкĕр мĕн тăвать? Ытларах мĕн тума юратать? Тĕрĕс! Иртен пуçласа каçчен телевизор умĕнче ларать.

Чылай ашшĕ-амăшĕ (уйрăмах амăшĕсем) çакăн пек йăнăш тăвать: телевизора няня вырăнне усă курма васкать, мĕншĕн тесен мультфильм е тĕрлĕ передача пăхнă чух ача шавламасть, йÿнсĕрлемест, кутăнланмасть тата апатне те лайăх çиет.

Хăш чухне кун пек тума юрать – пепкене урăх нимĕнле майпа та лăплантараймасан. Анчах та çакна асра тытăр: ача ÿснĕçемĕн ашшĕпе амăшĕ пек пулма тăрăшать. Çапла вăл хăйĕн çине тимлĕх уйăрттарасшăн. Телевизор умĕнче вара ача ашшĕ-амăш юратăвне сисмест те, виртуаллă сăнарсемпе пурăнать, вĕсем патне хăнăхать.

Паллах, ашшĕпе амăшĕ кунĕпе ĕçре ывăннă, киле çитсе выртас тет. Çавна пула тĕпренчĕкĕре сахал вăхăт уйăрма тивет. Тата умри чăрмавсем, ыйтусем канăç памаççĕ, йывăрлăхсемпе кĕрешес пулать. Интересли, çак самантсенче ашшĕ-амăшĕ те чи малтанах телевизор пăхма пикенет, экран умĕнчех апатланать. Çак ÿкерчĕке курса ача та вĕсем тунă пек хăтланма пăхать.

Шухăшласа пăхăр-ха... Эсир тĕрлĕ передачăна канас, кулас е макăрас тесе пăхатăр. Ĕненĕр, ача та çак сăлтавсене пулах телевизор çутма васкать, анчах кăмăл-туйăм хусканăвне сирĕнтен кĕтет. Ачасем экран çинчи сăнарсенчен мар юратупа çепĕçлĕх кĕтеççĕ – сирĕнтен! Тĕрĕслесе пăхăр: ĕçрен килнĕ-килмен пĕрле выляма ыйтăр. Хăех вăйă суйласан аван. Эсир сисмен те пулĕ, кашни ачан юратнă тетте пур. Вăл унпа тĕрлĕ вăйă шутласа тупать, калаçать... Тĕпренчĕкĕрпе вылянă чух хăвăр интересленнине кăтартма ан манăр, вăхăтне нумайрах уйăрăр: калаçăр, выльăр, уçăлма пĕрле çÿрĕр – телевизор ачăра "вăрлама" пултарать. Пĕчĕк пулсан та вăл – çын, япăххи патне хăвăрт туртăнать, хăнăхать.

Телевизор пач та çутма юраманнине пĕлтермест çакă, передачăсене пĕрле пăхмаллине палăртать. Сирĕн ачăр мĕнпе пурăннине курма тăрăшăр. Пăхма юрать, виçине çеç пĕлмелле. Кунне 40-60 минут пăхсан ним япăххи те пулмĕ. Хальхи вăхăтра телевизор сиенлĕхĕ пирки нумай калаçаççĕ. "Çамрăксене тата ача-пăчана усал витĕм кÿрет", – теççĕ ваттисем. Кун пекки пур япалан та пур (пĕр енчен усси те, тепĕр енчен сиенни те). Пĕтĕмпех юрать – виçине кăна пĕлмелле.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика