Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Политика тытăмĕнчи улшăнусем

23 мая 2012 г.

Надежда Прокопьева

Хальхи вăхăтра Раççей политика тытăмĕн реформи пирки нумай калаçаççĕ. Çитес вăхăтри улшăнусем мĕнпе çыхăннă-ха? Реформа тĕллевĕ мĕнре? Çакăн пирки Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева каласа парать:

Реформа тĕллевĕ граждан обществи влаçа витĕм кÿрессин çĕнĕ механизмĕсене туса хурасси тата малтанхисене каялла тавăрасси пулмалла. Унăн тĕп саманчĕсем – партисемпе çыхăннă саккунсен либерализацийĕ, кĕпĕрнаттăрсен тÿрĕ суйлавне йышăнасси, РФ Патшалăх Думине йĕркелессин принципĕсене улăштарасси. Çак улшăнусем граждан обществин тĕрлĕ вăйĕсене йĕркелессин çĕнĕ мелĕсене палăртĕç, суйлавçăсене тата ытларах майсем пама пулăшĕç тесе шухăшлатăп.

Çĕнĕлĕхсем федераци, регион тата муниципалитет шайĕсене те пырса тивĕç. Шăпах регионсен шайĕнче граждан обществи влаçа витĕм кÿресси ÿсмелле. Нумай партилĕх аталанăвĕн ыйтăвĕ, çавăн пекех политика партийĕсен хушшинчи конкуренци валли – регионсен ĕç тăвакан власть органĕсен ертсе пыракан йышне йĕркелес ирĕке çĕнсе илессишĕн кĕрешес енĕпе – условисем туса парасси те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Политика тытăмне реформăлани мĕн парать-ха? Пĕрремĕшĕнчен, власть органĕсен тата унăн тĕрлĕ шайĕ хушшинчи полномочисене тĕрĕс палăртма; иккĕмĕшĕнчен, нумай партиллĕ тытăм патне куçма май килĕ; виççĕмĕшĕнчен, РФ субъекчĕсен пуçлăхĕсен суйлавĕ каялла таврăнĕ.

– Нумаях пулмасть федерацин "Политика партийĕсем çинчен" саккунне улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсем пирки тĕплĕнрех каласа параймăр-ши?

– Уйрăммăн илсен парти членĕсен чи пĕчĕк йышĕ, патшалăх регистрацийĕ валли кирли, 80 хут пĕчĕкленет – 40 пинрен 500 çын таран. Унсăр пуçне партисене РФ Юстици министерствинче регистрацилемелли (кирлĕ документсене парсан тата пысăках мар йăнăшсене тÿрлетсен) процесс та çăмăлланать – партисене регистраци тумастпăр тесе тÿрех хирĕçлемĕç, кăлтăксене пĕтермешкĕн виçĕ уйăх парĕç. Йăнăшсене асăрхасан регистрацилекен орган претендентсене консультаци парса пулăшĕ.

Партин регионти уйрăмĕсен (вĕсене федераци субъекчĕсен çурринче те пулин йĕркелемелле) членĕсен чи пĕчĕк йышĕ пирки калакан требованисене те улăштарнă. Халĕ вĕсене политика партийĕн уставĕпе палăртма пултараççĕ. Çак улшăнусене шута илсе партие унăн регионти уйрăмĕсенче çын (член) çителĕксĕррине пула пĕтерме юрамасть.

Маларахри йĕркепе килĕшÿллĕн суйлавсене 5 çул хутшăнман партисене пĕтермелле пулнă. Халĕ çак вăхăт çичĕ çулпа танлашать.

– Паянхи кун кĕпĕрнаттăрсен суйлавне каялла тавăрасси пирки нумай калаçаççĕ. Регион ертÿçин должноçне йышăнас текен кандидатурăсене тăратмалли йĕрке çинчен тĕплĕнрех пĕлес килет.

– РФ Президенчĕ 2012 çулхи май уйăхĕн 2-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн субъекчĕн чи аслă должноçри çыннин тÿрĕ суйлавĕ пирки калакан саккуна алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн регион ертÿçин должноçне йышăнас текен кандидатсене политика партийĕсем тăратаççĕ. Вĕсен çак политика партийĕн членне е унăн йышĕнче тăман çынна та сĕнме ирĕк пур. Çав хушăрах кандидатсене муниципалитет йĕркеленĕвĕсен халăх суйланă органĕсен депутачĕсен тата муниципалитет йĕркеленĕвĕсен суйлавра çĕнтернĕ пуçлăхĕсен 5-рен пуçласа 10 проценчĕ таран ырламалла. Унсăр пуçне муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен, хуласенчи муниципалитет йĕркеленĕвĕсен виççĕ тăваттăмĕш пайĕн кандидат майлă пулмалла. Муниципалитет йĕркеленĕвĕн халăх суйланă органĕн депутачĕ е муниципалитет йĕркеленĕвĕн суйлавра çĕнтернĕ пуçлăхĕ пĕр кандидата çеç – кирек хăш политика партийĕ е хăйне хăй тăратнине – ырлама пултарать.

– Апла-тăк çын хăйне хăй те кандидата сĕнме пултарать?

– РФ субъекчĕн саккунĕнче кандидата тăратмалли çак меле палăртнă пулсан çеç. Çак меслетпе кандидатсен йышне кĕрекенсен çÿлерех асăннă ырлава илнисĕр пуçне РФ субъекчĕн территорийĕнче регистрациленнĕ суйлавçăсем – 0,5 процентран пуçласа 2 процент чухлĕ – алă пуснине пухмалла.

– Президент фильтрĕн – саккун проектне сÿтсе явнă чухне ун пирки нумай тавлашрĕç – шăпи мĕнлерех?

– Йышăннă саккунра "фильтр" çук, РФ Президенчĕ хăйĕн пуçарăвĕпе политика партийĕсемпе тата хăйне хăй кандидата тăратнă çынсемпе консультаци ирттерме пултарать.

– Надежда Викторовна, РФ субъекчĕн ертÿçине миçе çуллăха суйлаççĕ тата мĕнле тĕслĕхре вăл суйланнă шутланать?

– РФ субъекчĕн чи аслă должноçри çыннине пилĕк çула суйлаççĕ. Вăл çак должноçа умлăн-хыçлăн икĕ срок йышăнма пултарать, унтан ытла мар.

Кандидатшăн суйлава хутшăннă çынсен çурринчен ытларахăшĕ сасăласан вăл суйланнă шутланать.

– Саккунра пуçлăха суйлавçăсем каялла чĕнсе илме пултарни пирки калани пур-и?

– Пур. Суйлавçăсем чи аслă должноçри çынна вăл хăйĕн тивĕçĕсене сăлтавсăрах пурнăçламасан, çакăн пекки час-часах пулсан е суд çак пуçлăх РФ саккунĕсене пăснине çирĕплетсен пуканне пушатмашкăн ыйтма пултараççĕ.

– Федераци саккунĕ хăçан вăя кĕрет тата унпа килĕшÿллĕн пĕрремĕш суйлавсем хăçан иртĕç?

– Федераци саккунĕ 2012 çулхи июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет. Çĕнĕ йĕркепе пĕрремĕш суйлавсем кăçалхи октябрь уйăхĕн иккĕмĕш вырсарни кунĕнче иртмелле. Çак суйлавсем РФ субъекчĕсенче – чи аслă должноçри çынсен полномочийĕсем федераци саккунĕ вăя кĕнĕ кунранпа, урăхла каласан, 2012 çулхи июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2012 çулхи декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕччен, вĕçленекеннисенче – пулĕç. 2013 çултан тытăнса суйлавсем пĕрлехи сасăлав кунĕнче, РФ субъекчĕн чи аслă должноçри çыннин полномочийĕсем вĕçленекеннисенче, иртĕç.

– Эппин, субъект пуçлăхне суйлассишĕн вырăнти власть яваплă?

– Маларах палăртрăм ĕнтĕ: пуçлăх должноçне йышăнмашкăн тăратнă кандидатсене муниципалитет пухăвĕсен депутачĕсен тата муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсен ырламалла. Çак çынсен списокне общественность патне те çитерме планлаççĕ.

Çавăнпа та вăл е ку кандидата ырлама хатĕррисен кашнинех хăйĕн йышăнăвĕ мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланмалла. Паян сĕнекен мел вăл – республикăра влаçăн тĕрлĕ шайĕнчи представителĕсен пĕрлехи командине туса хумалли тата вĕсен хушшинче тухăçлă ĕç йĕркелемелли лайăх старт. Чылай ыйтăва регион тата вырăнти влаçсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлесен çеç татса пама пулать-çке.

– Федерацин çĕнĕ саккунĕ вăя кĕрсен субъектсен хальхи пуçлăхĕсем хăçанччен ĕçлĕç?

– Маларах асăнтăм: кăçалхи кĕркунне темиçе субъектра – вĕсен пуçлăхĕсен, кĕпĕрнаттăрĕсен тата ытти те полномочийĕсен срокĕ 2012 çулхи июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2012 çулхи декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕччен вĕçленекеннисенче – иртĕ.

Федераци саккунĕ вăя кĕрсен икĕ уйăхра РФ субъекчĕсен конституцийĕсене (уставĕсене) федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн йĕркелесе çитермелле, çавăн пекех РФ субъекчĕн чи аслă должноçри çыннин суйлавĕсен йĕркине палăртакан саккунсене йышăнмалла.

Çак тĕллеве Чăваш Республикинче, нормăпа право базине, ку ыйтусемпе çыхăннисене, федераци акчĕсемпе килĕшÿллĕн йĕркелес ĕç пырать. Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе ĕç ушкăнĕ туса хунă, унăн йышĕнче – патшалăх влаçĕн органĕсен, ĕç тăвакан влаçăн федераци органĕсен территорири органĕсен, общество пĕрлешĕвĕсен тата тĕрлĕ парти представителĕсем.

– Саккунри улшăнусемпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ хăçан иртмелле?

– Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ 2015 çулта пĕрлехи сасăлав кунĕнче иртмелле. Мĕншĕн тесен Чăваш Енĕн хальхи Пуçлăхĕн – саккунпа килĕшÿллĕн палăртнăскерĕн – полномочийĕсен срокĕ 2015 çулхи август уйăхĕнче вĕçленет.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика