Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă шкулсенче тÿлевсĕр вырăнсене чакармĕç-ши?

23 мая 2012 г.

А.ВЛАДИМИРОВА хатĕрленĕ.

Аслă вĕренÿ заведенийĕсене кăçал миçе студент тÿлевсĕр майпа вĕренме кĕрĕ-ши? Хуравне РФ Вĕрентÿ министерстви уçăмлатнă та ĕнтĕ: 2012 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче вăя кĕнĕ йышăнăвĕнче 490775 абитуриент валли бюджетлă вырăн уйăрнине палăртнă. 360473 пулас бакалавр, 62053 магистр, 68249 специалист. Пĕлтĕрхинчен кая мар. Çав вăхăтрах техникăпа инженери специалисчĕсем ытларах кирлине шута илсе çак енсемпе бакалавриат тата специалист шутне ÿстернĕ.

Тÿлевсĕр вырăнсене патшалăх аккредитацийĕ илнĕ професси пĕлĕвĕ паракан аслă вĕренÿ учрежденийĕсем хушшинче уçă конкурс ирттерсе пайлĕç. Çак ĕçе РФ Вĕренÿ министерствин эксперт организацийĕсем йĕркелесе пырĕç. Министерство аслă вĕрентĕвĕн программипе ĕçлекен патшалăх ВУЗĕсенчен 515, коммерци ВУЗĕсенчен 200 заявка кĕтет. Конкурса професси пĕлĕвĕ паракан 200 патшалăх, 70 коммерци вăтам вĕренÿ учрежденийĕ хутшăнасса палăртаççĕ. Документсене региона мĕнлерех кадрсем кирлине тĕпе хурса вăл е ку облаçри специалистсем хаклĕç. Татăклă цифрăсем кăçалхи май уйăхĕн вĕçĕнче паллă пулĕç.

Унччен тÿлевсĕр вырăнсене истори принципĕпе пайланă пулсан (ытти çулсенчи хисепе пăхса), халĕ чылай япалана шута илĕç: ăслăлăх ĕçĕсен шайне, пурлăхпа техника базине тата общежитисем пуррине, ППЭ пухнă вăтам бала, конкурссăр, ятарлă тĕрĕслевсĕр кĕрекен абитуриентсен шутне тата ыттине те.

Малашне тÿлевлĕ майпа вĕренес текенсен укçине ытларах кăларса хума тивĕ – 60 пинрен пуçласа 112 пин тенкĕ таран. Пĕр студента вĕрентме патшалăхăн мĕн чухлĕ укçа тухса каять – йăлтах хăйсен саплаштармалла пулĕ. Унччен вĕсене сахалтарах тÿлеттернĕ. "Пĕлÿ пахалăхĕ те, вĕренÿшĕн тÿлемелли хак та пĕчĕкрех пулнă аслă шкул филиалĕсен çухатусем пулма пултараççĕ – вĕсенчи хаксем центрти университет-институтринчен уйрăлса тăмĕç. Анчах çак улшăну вĕренÿ пахалăхне ÿстерме пулăшмалла. Хальлĕхе ку çĕнĕлĕхе çулталăклăха эксперимент пек çеç кĕртесшĕн-ха. Çитменлĕхсене çитес çул шута илĕпĕр", – палăртнă Геннадий Шепелев, РФ Вĕрентÿ министерствин професси вĕрентĕвĕн аталанăвĕн департаменчĕн директорĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика