Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăхлă пулар!

19 мая 2012 г.

А.ТРИФОНОВА, профилактика медсестри.

Çын сывлăхне хăй упрать. Анчах та хăшĕ-пĕри кун пирки мансах кайнă тейĕн: эрехне те ĕçет, пирусне те мăкăрлантарать, тĕрлĕ наркотик хутăшĕсене те ним вăтанмасăрах организма кĕртет, ÿте те таса тытмасть. Çирĕп сывлăхлă пулмашкăн вара кĕрешес пулать. Çакна манмалла мар: ачаранах активлă пурнăç йĕрки тытса пымалла, сывлăха çирĕплетмелле, сивĕ шывпа чÿхенмелле, спортпа интересленмелле, гигиена правилисене пăхăнмалла.

Сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси – кашни çыннăн тивĕçĕ. Ĕçе тухăçлă пурнăçласси, ĕçĕн йĕркине тата кану вăхăтне пăхăнса пырасси, сиенлĕ хăнăхусене пĕтересси, хускану йĕркине ÿстересси, тасамарлăхпа кĕрешесси тата тĕрĕс апатланасси – пурте сывă пурнăç йĕркин элеменчĕсем.

Этем çине çут çанталăк тата социаллă общество факторĕсем пысăк витĕм кÿреççĕ. Тĕп вырăнта – ĕç. Ĕçре е кану вăхăтĕнче тĕрĕс, çирĕп йĕрке тытни организма аталанма май парать. Çапла ÿте çирĕплетме, ĕç тухăçлăхне ÿстерме пулăшать.

Сывă пурнăç йĕркин тепĕр сыпăкĕ – сиенлĕ хăнăхусене пĕтересси, вĕсенчен хăтăласси. Ăна пула пурнăç çулĕ те чылай кĕскелет, çамрăксен организмĕ сиенленет.

Тĕрĕс апатланни те организмшăн питĕ усăллă. Икĕ тĕп саккуна манмалла мар: килекен тата тухакан энерги пĕр пек пулмалла, организм энерги пĕтернинчен ытларах илет пулсан мăнтăрланасси патне çитерет. Халĕ тĕнчери халăхăн виççĕмĕш пайĕ, вăл шутра ачасем те, ытлашши виçеллĕ пулнипе асапланаççĕ. Иккĕмĕшĕ – апат-çимĕç витаминсемпе пуян пулмалла. Рациона тĕрлĕ çимĕç кĕртмелле. Çакна кăна астумалла: эсир ĕçленĕ чух çеç мар, каннă вăхăтра та энерги пĕтеретĕр. Палăртнă, вăтам çулти сывă çыннăн йывăрăшĕ нормăран иртмест пулсан кашни сехет пуçне, массăри кашни килограма шута илсе, 7 килокалори тухать.

Кун йĕркине те тĕрĕс тытса пымалла (пĕр вăхăтра тăмалла, апатланмалла, канмалла, выртмалла).

Хăвăр пурнăç тĕллевĕсем пирки шухăшласа пăхăр. Сывлăха çирĕплетес пирки ан манăр.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика