Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте

12 мая 2012 г.

А.Оринова

Район администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, майăн 11-мĕшĕ тĕлне çурхи тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 1137 гектар акнă, плана 23 процент пурнăçланă. Палăртмалла, паянхи кун районти пур хуçалăхра та хĕрÿ ĕç çи пырать. Пуринчен малтан акана "Нива", "Коминтерн" ял хуçалăх производство кооперативĕсем тухнă. "Нива" хуçалăх тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене акассипе планăн 66 процентне пурнăçланă, "Коминтерн" – 50 процентне.

Кĕр тыррисем районта 1350 гектар йышăнатчĕç, анчах та хĕл каçипе 877 гектарĕ пĕтнĕ, 355 гектар çинчисене апатлантарнă, сÿреленĕ.

5300 гектар çинчи нумай çул ÿсекен курăксене сÿреленĕ, 613 гектарне апатлантарнă.

Çак вăхăт тĕлне 1400 гектар çĕр акма хатĕрленĕ. Пĕр çул ÿсекен курăксене 24 гектар акнă.

Хăмла туса илессипе "Искра-хмель" 6 гектар çинче ĕç тунă, 1 гектар çинче хăмла çакнă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика