Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕллехи çулсем çуркунне те калаçтараççĕ

11 мая 2012 г.

Кăçал хĕл ытти чухнехинчен пĕр уйăх ытларах пычĕ теме те пулать. Апрель уйăхне кĕтĕмĕр пулин те, çулсене юртан тасатманни халĕ те калаçтарать. Çак ыйтăва сÿтсе яврĕç те апрелĕн 6-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли Пĕчĕк залĕнче район Пухăвĕн депутачĕсен пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата транспорт çыхăнăвĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен яланхи комисси ларăвĕнче.

Ларăва район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-ял хуçалăхĕпе экономика управленийĕн начальникĕ Владимир Храмов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Хăйсене пăхăнса тăракан территорисенче муниципаллă çулсене хĕллехи вăхăтра мĕнле пăхса тăни пирки ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем каласа пачĕç.

Ачкасси. Кунта çулсене вăхăтра тасатса тăрайманран подрядчиксене предписанисем те панă. Ачкассипе Серенкасси хушшинчи çула вăхăтра тасатайманни те пулнă.

Атнар. Çул тасатассипе чăрмавсем пулнă: Трапайра автобус çаврăнмалли вырăна тасатман, юлашки вăхăтра Хĕрлĕ Çыр ялне икĕ эрне хушши çул пулман.

Мăн Этмен. Чылай çĕрте çулсене лайăх тасатса, сарлакан хырса тăнă, анчах та Ирчемес, Уйпуç ялĕсене кайма çул çук, шкул автобусĕ те çÿреймест, автобуссем çаврăнмалли вырăнсене тасатман, Малиновка ялне те пĕр эрне хушши çул пулман.

Тралькасси. Кунти подрядчик çулсене аван пăхса тăнă, анчах та юлашки вăхăтра Турхана çитмелли çулпа чăрмавсем сиксе тухнă.

Пантьăк. Çулсене юртан тасатассипе чăрмавсем пулман, ялсене çитме май пур.

Хĕрлĕ Чутай. Кунта çулсене тасатассипе çыхăннă лару-тăру питĕ йывăр пулнă.

Питĕркасси. Çулсене тасатса тăнă, анчах та яланах вăхăтра мар. Автобуссем çаврăнмалли вырăна тасатман. Кÿпеше те çул япăх.

Хусанушкăнь. Ялсене çитмелли çулсене тасатса тăнă, анчах та çул хĕррисене (обочина) япăх тасатнă. Сĕнтĕкçырмине çул япăх.

Кив Атикасси. Кунта подрядчик техника сăлтавĕсене пула çулсене япăхрах, ансăр тасатнă, шкул автобусĕ ачасене яла çитереймест.

Штанаш. Япăх! Арайкасси, Упукушкăнь, Горбатовка ялĕсене çул çук, Штанаша ансăр çул кăна. Нимĕнле автобус та кĕрсе тухаймасть.

Куратпăр ĕнтĕ, çулсене юртан тасатассипе лару-тăру районта чăннипех те çăмăл мар. Пур çĕрте те тенĕпе пĕрех çул айккисене тасатманнине, çулсене ансăррăн хырнине пĕлтерчĕç ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем. Кĕперсене те япăх тасатса тăраççĕ. Çавна пулах юр ерипен ирĕлсе пынă çемĕн асфальт ванать.

Райадминистрацин обществăлла инфратытăм аталанăвĕн тĕп специалист-эксперчĕ Римма Ерофеева пĕлтернĕ тăрăх, çулсемпе çыхăннă йывăрлăхсем чăннипех те чылай. Хăш-пĕр подрядчиксен техника пач та ĕçлемест. Укçа куçарсах тăнă пулин те подрядчиксем хăйсен ĕçне çителĕклĕ шайра туса пырайман, апла пулсан, килĕшÿпе пăхса хунă ĕçсене пурнăçлайман. Кун пирки ларăва пухăннă район Пухăвĕн депутачĕсем çапла каларĕç: подрядчиксем çулсене еплерех тасатнине тĕрĕслесех тăмалла, вĕсен яваплăхне ÿстермелле.

Римма Сергеевна пĕлтернĕ тăрăх, кашни уйăх вĕçĕнче çулсене ятарлă комисси тĕрĕсленĕ. Çулсене юртан тасатассишĕн яваплисене асăрхаттарнă, актсем те çырнă. Сăмах май, "Нива" хуçалăхсăр пуçне пур подрядчика та япăх ĕçленĕшĕн предписани панă. Патшалăх автоинспекцийĕ енчен те предписанисем пулнă.

Çулсене пăхса тăрас ыйтусене тĕрлĕ енлĕн сÿтсе явнă хыççăн депутатсен яланхи комиссийĕ çакăн пек йышăну турĕ: çитменлĕхсене пĕр уйăх хушшинче пĕтермелле. Çавăн пекех малашне ĕçсене лайăххăн шухăшласа пурнăçламалли, унчченхи йăнăшсене тумалла мар пирки те каларĕç.

Районти муниципаллă çулсене 2012-2014 çулсенче пăхса тăрассишĕн яваплисем: "Резон" ХАО, коммуналлă хуçалăх, "Гидравлика" ТЯО, Н.И.Лисаев фермер хуçалăхĕ, "Арман" ТЯО, "Нива" ЯХПК.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика