Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унпа пĕрле чăваш чĕри пурăнать

25 апреля 2012 г.

Тăван чĕлхе – ăс-хакăл вăйĕ. Хамăр тăван чĕлхене пирĕн, чăвашсен, питĕ лайăх пĕлмелле. Эпир хамăра çуратса ÿстернĕ атте-анне чĕлхине чунтан юрататпăр. Çавăнпа та хамăр халăхăмăрăн иксĕлми пуянлăхне – чĕлхене – упраса хăварасси тата малалла аталантарасси – пирĕн, вĕренÿ ĕçченĕсен, тĕп тĕллев. Тăван чĕлхере – пурнăç чăнлăхĕ. Ваттисем калани те çак шухăшах çирĕплетет: "Тăван çĕр-шыва юратакан çын ĕмĕр-ĕмĕр пархатар курать".

Çамрăк ăрăва çирĕп пĕлÿллĕ, тивĕçлĕ шайра пăхса ÿстерес ĕçре тăван чĕлхе вĕрентни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хамăрăн тăван чĕлхене лайăх пĕлни пире вырăс, ют çĕр-шыв чĕлхисене вĕренме те пулăшать. Тăван чĕлхене тĕплĕ пĕлекен çын ытти чĕлхесене те хăвăртрах вĕренсе çитме пултарать.

Кашни çын ашшĕ-амăш чĕлхине пĕлме тивĕç. Унсăрăн хăвна çуратнă халăхран уйрăлса каясси те часах. Çакă вара чăн-чăн инкек. Хăй кам пулнине, хăш халăхран тухнине маннă çын тымарсăр йывăç пекех: хăрать, типет, кăшт çил вĕрнипех тÿнет. Хамăрăн тăван чĕлхене пуянлатас, унăн шайне ÿстерес тесен пирĕн кашниннех тăрăшмалла.

Пирĕншĕн чи хаклă, чи юратнă, чи çывăх чĕлхе – чăваш чĕлхи. Вăл Тăван çĕр-шыв пек, анне пек – пĕрре çеç, ăна суйлама та, сутăн илме те çук. Кашни çыншăнах ашшĕ-амăш чĕлхи, тăван халăх историйĕ, йăли-йĕрки, юрри-ташши, юмах-халапĕ хаклă.

И.Я.Яковлев ячĕ чăваш халăхĕшĕн яланах хисеплĕ те чыслă. Унăн чапĕ халăх хушшинче паянхи кун та иксĕлмест. Чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркелени, кĕнекесем пичетленме пуçлани, чăваш ачисем валли шкулсем уçни халăх кун-çулĕнче питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Чĕлхе вăл – самана тĕкĕрĕ. Пирĕн тăван чĕлхемĕр пурнăç таппинчен пĕр утăм та юлмасть. Саманине кура йăла-йĕрке, шухăшлав, сăмах йышĕ çеç мар, сăмахсен пĕлтерĕшĕ те улшăнать. Чĕлхе тасалăхĕшĕн кашнин тăрăшмалла, халăхăн сăваплă та чи таса, чи хаклă пурлăхне, атте-анне чĕлхине юратса пурăнмалла. Тĕрлĕ эрешлĕ, пиншер тĕрĕллĕ, асамат кĕперĕ пек çичĕ тĕспе ялкăшса çунса тăракан атте-аннен çепĕç чĕлхине мухтаса çÿле çĕклемелле, ĕмĕр-ĕмĕр упрамалла. Тăван чĕлхе – çепĕç те, янăравлă та. Чăваш чĕлхипе пĕрле чăваш чĕри пурăнать. Тăван чĕлхе илемлĕх туйăмĕ çуратать. Юратнă та манми, пур чĕлхерен те чи таса чăваш чĕлхи пирĕн чĕрене ĕмĕрлĕхех кĕрсе вырнаçнă, çут маяк пек çул-йĕре уçса пырать, пĕтĕм чăваша анне ăшшиллĕ çупăрлать, тăван халăха пĕр чăмăра пуçтарать.

Чăваш халăхĕн чи пысăк пуянлхĕнчен пĕри – атте-анне чĕлхи, тăван халăха ăруран ăрăва сыпăнтаракан, çынна вăй-хăват паракан чĕлхе. Мухтанасчĕ унпа яланах!

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика