Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем

05 мая 2012 г.

Çак кунсенче районти "Çын тата çут çанталăк" халăх музейĕн ĕçченĕсем сĕннипе манăн 71 çул каялла салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусемпе паллашма тÿр килчĕ. Палăртас килет, районти "Çын тата çут çанталăк" халăх музейĕнче ун пек çырусем чылай. Кашни çырăвĕ хăйне май истори, пĕрне те хумханмасăр вулама çук.

Ку хутĕнче вулакана Тихăнушкăнь ялĕнчи Артем Угольников вăрçă çулĕсенче çырнă виç кĕтеслĕ çырăвĕпе тата Тумликасси каччин Леонид Ярадайкинăн кун-çулĕпе паллаштарасшăн.

"Çырас терĕм çыруне чун юратнă Яшă ывăлăм тата Лукари мăшăрăм патне. Чи малтанхи йĕркесенченех хам пурнăç çинчен çырса пĕлтерес тетĕп: пире пуйăс çинчен ансанах юнашар яла илсе кайрĕç, çавăнта пĕр пÿрт хыçĕнче хутланса аран-аран çĕр каçрăмăр, питĕ сивĕ пулчĕ. Унтан, ир тăрсан, вунă çухрăма яхăн каялла кайрăмăр, вăрмана кĕрсе вырнаçрăмăр. Халĕ унта лашасем пăхса пурнатпăр, ялтан вăрçа илнĕ виçĕ лаши те тĕрĕс-тĕкелех. Анчах та çĕр каçма кунта питĕ хĕн. Мĕншĕн-ха хампа эпĕ пиншак илмен, çавăншăн питĕ кулянатăп, кунта кĕçĕр питĕ хытă тăм ÿкнĕ. Шап-шурă. Пĕр каçра виçĕ-тăватă хутчен тăрса вут патĕнче ăшăнатпăр. Унсăрăн ниçта та çĕр каçма май çук. Пире çаплах салтак тумне памарĕç.

Халĕ пире çăкăр кунне 800грамм параççĕ. Икĕ хутчен пулă пачĕç, сахăр – пĕр хутчен, апат пĕçерсе çиме – пăрçа лапши тата кантăр çу...Ачасем пурте хулăм тумтир илменшĕн питĕ кулянаççĕ.

Кунти колхозри йĕтемсем те,уйсем те çаплипех выртаççĕ. Уйри сĕлле вырман, ниçта та ĕçлекен çын курăнмасть, улăхсенче пĕрре те çулман утă выртать. Çакна курсан хресчен чунĕ кÿтсе килет.

Таса пулсан ,тен, каялла таврăнатпăр.Эсир маншăн ан кулянăр. Хăвăр лайăх пурăнăр. Ял-йыша култарса ан пурăнăр. Лукари, мăшăрăм, хăвна сыхла, эсĕ халĕ йывăр çын.Чипер пурăнăр тата Яшăна лайăх пăхăр, ан чирлеттерĕр, ан ятлăр – вăл пĕчĕккĕ, вылятăр, култăр, çамрăклăх ĕмĕрĕ пит кĕске.

Хăв сырнă çăпата çĕтĕлсен, Çемен мана валли тунă çĕпатана сыр, ан хăра сырма, эсĕ ăна вăрламан – уншăн никам та ятлама пултараймасть. Сурăх çăмне касăр. Хальтерех касăр, Яша валли çăм атă йăвалама парăр, кĕре юлсан тутарма йывăр пулать. Çавăнпа та иртерех пама тăрăшăр.

Урăх нимех те çырмалли çук. Ку хутĕнче таса-сывах юлатăп. Сире те таса пурăнма чунтан сунатăп.

Сире пурне те тепĕр хут пысăк салам тата хуньăмсене, пур ял-йыша салам калăр.

Салампа Артем.

Сентябрĕн 11-мĕшĕ, 1941 çул."

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика