Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Президент суйлавĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем

07 марта 2012 г.

Мартăн 4-мĕшĕнче эпир çĕр-шыв Президентне суйларăмăр.

Раççей халăхĕ хăйĕн шухăшне палăртрĕ. Тĕп суйлав комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх, суйлавăн малтанхи кăтартăвĕсемпе Владимир Путин çĕнтернĕ. Уншăн суйлавçăсен 63,64 проценчĕ сассисене панă, Геннадий Зюгановшăн – 17,19 процент, Михаил Прохоровшăн – 7,94, Владимир Жириновскийшăн – 6,22, Сергей Мироновшăн – 3,85 процент.

Чăваш Республикипе илсен кăтартусем çапларах: В.Путин – 62,32 процент, Г.Зюганов – 20,58, М.Прохоров – 5,52, В.Жириновский – 5,65, С.Миронов – 4,44 процент.

Президент суйлавĕнче çĕнтернĕ кандидатшăн – Владимир Путиншăн – ытларах çак республикăсем сассисене панă: Чечен (99,76 процент), Дагестан, Ингушети, Карачаево-Черкесск, Тыва (90 процент е ытларах). Пирĕнпе кÿршĕллĕ республикăсем В.Путиншăн çапларах сасăланă: Мордва (87,06), Тутар (82,70 процент), Пушкăрт (75,28), Удмурт (65,75), Мари (59,98 процент). Сăмах май, В.Путиншăн Мускавра пурăнакансен 47,06 проценчĕ сассисене панă.

Районта пурăнакансем хăйсен сассисене çапларах пайланă: В.Путин – 62,30 процент, Г.Зюганов – 24,10, В.Жириновский – 5,04, М.Прохоров – 3,30, С.Миронов – 3,11 процент.

Президента суйланнă Владимир Путиншăн республикăра ытларах Тăвай (78,93 процент), Елчĕк (75,13), Шăмăршă (75,02 процент) районĕсенче пурăнакансем сассисене панă. Элĕксем асăннă кандидатшăн хĕрлĕчутайсенчен сассисене кăшт ытларах панă – 62,78 процент. Куславккасенчен (61,94 процент) сахалтарах Владимир Путиншăн республикăри хуласенче кăна сасăланă.

Раççейре суйлавçăсен пĕтĕмĕшле шутĕнчен 65,3 проценчĕ суйлава хутшăннă, Чăваш Республикинче – 73,65, районта – 75,43 проценчĕ.

Республикипе илсен 21 район хушшинче суйлава хутшăнассипе пирĕн район 20-мĕш вырăнта. Хĕрлĕчутайсем хыççăн Етĕрне районĕ тата республикăри хуласем. Тăвай (96,96 процент), Елчĕк (95,28), Патăрьел (91,63), Красноармейски (91,37 процент) районĕсен суйлавçисем активлăхпа палăрнă. Аса илтеретпĕр, виçĕ уйăх каялла, 2011 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче, Патшалăх Думин суйлавне хутшăнассипе эпир чи юлашки вырăнтаччĕ (59,70 процент).

Иртнипе хальхи суйлава пĕтĕмлетсен кăтартусем япăх мар темелле, анчах та пиртен маттуртараххисем ытларах.

Çĕр-шывăн Тĕп суйлав комиссийĕ президент суйлавĕн татăклă пĕтĕмлетĕвĕсене мартăн 14-мĕшĕнчен кая юлмасăр тăвĕ.

Раççей Президентне суйланипе пĕрлех районти хăш-пĕр суйлав участокĕсенче вырăнти депутатсене те суйларĕç.

Çирĕккассинчи 10 " суйлав округĕн район Пухăвĕн депутачĕсен хушма суйлавĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем: Евгений Соловьев – 38,57 процент, Алексей Антонов – 35,60, Владимир Ярайкин – 25,83 процент.

Мăн Этмен ял тăрăхĕн депутачĕсен хушма суйлавĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем: Валерий Тверсков – 83,56 процент, Валерий Удяков – 8,22 процент.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика