Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каллех суйлав пирки сăмах пырĕ

14 марта 2012 г.

Мартăн 4-мĕшĕнче эпир Раççей Президентне суйларăмăр. Суйлав лайăх иртрĕ темелле. Малтанхи пĕтĕмлетÿпе – республика сасăлава хутшăннисен йышĕпе çĕр-шыври регионсем хушшинче 17-мĕш вырăнта.

Районти иртнипе хальхи суйлава пĕтĕмлетсен те япăх мар темелле, анчах та пирĕнтен маттуртараххисем ытларах.

Суйлавăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем пирки хаçатăн иртнĕ номерĕнче пĕлтернĕччĕ. Анчах та территорири суйлав комиссийĕ вырăнти суйлав комиссийĕсене номерлесе çеç пĕлтерни вулакана ăнланма çăмăлах пулманнине шута илсе, паян хăш-пĕр самантсем çинче чарăнса тăрасшăн.

Суйлава хутшăнассипе республикăри районсем хушшинче пирĕн район 20-мĕш вырăнта. Хĕрлĕчутайсем хыççăн Етĕрне районĕ тата хуласем. Районта вара Карăкçырми (90,64 процент), Хурашаш (90,35 процент), Турхан (89,84 процент), Сорăм (87,42 процент) суйлав участокĕсенчи суйлавçăсем активлăхпа палăрнă. Япăх кăтарту вара Тури Çĕрпÿкасси, Уйпуç, Мишеркасси, Сĕнтĕкçырми суйлав участокĕсенче – вĕсенче 60 ытла процент суйлавçă хăйсен сассисене панă.

Владимир Владимирович Путин суйлавра чи нумай сасă пухса çĕнтерчĕ. В.Путиншăн вара чи нумай сасă Березовка, Туканаш, Сорăм çыннисем панă. Чи сахалли вара Енкĕлт, Шулю, Мăн Этмен, Штанаш суйлав участокĕсенче пулнă.

В.Путин районти кашни суйлав участокĕнчех чылай сасă пухса çĕнтерчĕ. Анчах та ытти кандидатсемшĕн сассисене паракансем те пулчĕç. Акă ыттисенчен Владимир Вольфович Жириновскийшăн уйпуçсем, пантьăксем, енкĕлтсем, çĕнатикассисем ытларах сассисене панă. Геннадий Андреевич Зюгановшăн Тури Çĕрпÿкассинчи суйлав участокĕнче 81 суйлавçă, Штанашра – 122, Шулюра – 121, Атнарта –135, Мăн Этменте – 122, Çĕнĕ Центрта– 221, Çирĕккассинче – 158, Туктамăшра – 160, Питĕркассинче – 105, Серенкассинче 100 суйлавçă хăйсен сассисене панă. Сергей Михайлович Мироновшăн вара Çирĕккасси, Питĕркасси, Хăмаркка суйлав участокĕсенче ытларах сасăсем пухăннă. Михаил Дмитриевич Прохоровшăн II-мĕш хурашашсем, хăмарккасемпе енкĕлтсем ытларах сасăланă.

Халĕ пĕтĕмлетÿ паллă, тĕллев уçăмлă. Апла-тăк ырă шухăш-кăмăлпа, пĕрлехи хăватпа ыранхи куншăн вăй хума тытăнмалла...

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика