Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ энциклопеди пахалăхĕ çÿллĕ шайра пултăр

17 марта 2012 г.

Кăçал район хăйĕн 85 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çавна май район энциклопеди кăларма пуçăнни питех те пархатарлă тата кирлĕ ĕç. Ку тĕлĕшпе райадминистраци çумĕнче те, ял тăрăхĕсенче те ятарлă комиссисем ĕçлеççĕ.

Эпĕ хам та çак ĕçĕн районти комисси членĕ пулнă май, районăн 2004 çулта кăларнă кĕске энциклопедие, хамăр ен историйĕпе çыхăннă юлашки вăхăтра тухнă кĕнекесене тишкерсе танлаштарусемпе пĕтĕмлетÿсем турăм, районăн çĕнĕ кĕнекине хатĕрлекен комиссине сĕнÿсем тăратрăм.

Кĕске энциклопедие çĕр-шывпа республика тата районшăн сумлă та тава тивĕçлĕ ĕçсем тунă, вăрçă вăхăтĕнче те, мирлĕ çулсенче те паттăрлăхпа пултарулăх кăтартнă нумай çын кĕмесĕрех юлчĕç. Акă, хăш-пĕр тĕслĕхсем: Я.Ф. Петров (Кив Ирчемес ялĕ) Аслă Аттелĕх вăрçи вăхăтĕнче Александр Матросов пекех вилĕм кÿрекен тăшман дзотне тĕп тунă, хăй сывă юлнă. Тепĕр çапăçура вара вилмеллех аманнă. Ленин орденне тивĕçнĕ. И.О.Степкин (Сĕнтĕкçырми ялĕ) – 2 Мухтав орден кавалерĕ.С.П.Плисов (Ишеккасси ялĕ) – пĕрремĕш ракетчик. Ф.Е.Тайков – трахом чирĕнчен сыватакан пĕтĕм çĕр-шывĕпе паллă врач, Упукушкăнь пульницинче ĕçленĕ. Д.Д.Краснов (Атнар ялĕ) – РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ. П.В.Васюков (Ачкасси ялĕ) – "Путь Ильича" колхоза 27 çул ертсе пынă пултаруллă председатель, Чăваш АССР ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. И.В. Швецов (Хусанушкăнь ялĕ), В.И.Элеменкин (Хĕрлĕ Чутай сали) – ЧАССР тава тивĕçлĕ учителĕсем. А.М.Овчинников – РСФСР тава тивĕçлĕ вăрман ĕçченĕ. З.Н.Васюкова (Ачкасси ялĕ) – РСФСР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ. Е.М. Морозова (Мишеркасси ялĕ) – Ленин орден кавалерĕ. Г.С.Михайлов (II Хурашаш ялĕ) – Аслă Аттелĕх вăрçин инваличĕ, «Победа», «Трактор», Ленин ячĕллĕ хуçалăхсен ертÿçи. Вĕсене ура çине тăратма питĕ нумай вăй хунă. Н.А.Данилов (Тури Çĕрпÿкасси ялĕ), Д.И.Мигушкин (Туканаш ялĕ) – Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутачĕсем, И.М.Тайкин (Тихăнушкăнь ялĕ) – Чăваш АССР ял хуçалăх министрĕн çумĕ. И.М.Семенов (II Липовка ялĕ) – Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ. К.В.Пономарева (Сĕнтĕкçырми ялĕ) – ЧАССР тава тивĕçлĕ агрономĕ. И.Я.Пономарев (Сĕнтĕкçырми ялĕ) – композитор. В.Н.Спиридонов-Василий Эрченеш (Ачкасси ялĕ) – Аслă Аттелĕх вăрçин участникĕ, педагог, поэт. Района ертсе пынă 14 райĕçтăвком председателĕпе парти райкомĕн 9 пĕрремĕш секретарĕсем те районăн малтанхи энциклопедине кĕреймен. Пĕтĕмпе вара район ятне çÿле çĕкленĕ, тава тивĕçлĕ ĕçсем тунă е паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă, производствăра, ытти тĕрлĕ отрасльсенче, наукăпа литературăра, искусствăра палăрнă, çĕр-шывпа республика наградисене тивĕçнĕ, анчах районăн малтанхи энциклопедине кĕреймен 134 çынна тупса палăртрăм, вĕсене çĕнĕ энциклопедие кĕртме сĕнтĕм.

Çавăн пекех çĕнĕ энциклопедие кĕртме çак паллă çынсене сĕнтĕм: Сĕнтĕкçырми ялĕнче 1959 çулта çуралнă, 2007 çултанпа Молдавири Днестр республикин промышленность министрĕ пулнă, хальхи вăхăтра асăннă Республикăн премьер министрĕнче ĕçлекен П.П.Степанова; çĕр-шывĕпе тата тĕнчипе те паллă футболиста Сергей Игнашевича тата унăн амăшне те, Тумликасси ялĕнче çуралса ÿснĕ чăваш хĕрарăмне, Раиса Германовна Ильина-Игнашевича; кăçалхи январь уйăхĕнче Чăваш Республикин Аслă сучĕн судйи пулма çирĕплетнĕ А.В.Ярадаева (Тури Çĕрпÿкасси).

Малтанхи энциклопедие кĕртнĕ хăш-пĕр çынсен биографийĕсенче йăнăш çырса кăтартнисене те, çырса çитерейменнисене те хушса çырса тÿрлетмелле. Акă, калăпăр, малтанхи энциклопедие алла илсе вуласан Тури Çĕрпÿкассинче çуралса ÿснĕ Г.А.Афанасьев СССР вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекенсен профсоюз председателĕн çумĕнче ĕçленине, халăх академикĕ И.Я.Данилов хăй вăхăтĕнче парти райкомĕн иккĕмĕш секретарĕнче ĕçленине, çак статьян авторĕ "Марксист", "Свобода", "Аккозинский" хуçалăхсен ертÿçинче тăрăшнине, вăл нихăçан та "Путь Ильича" колхоз членĕ пулманнине, "Путь Ильича" колхозри районта малта пынă чăх пăхакан, 2 орден кавалерĕ Н.А.Дементьева Саратоври юридици институтĕнче вĕренменнине те, Çĕмĕрлери халăх сучĕн председателĕ пулса ĕçлеменнине те пĕлейместĕн. О.Ф.Мадюшкина (Кушлавăш ялĕ) Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулни çинчен те "Кĕске энциклопедире" çырман.

2004 çулта тухнă район кĕнекинче Андрей Алексеевич Власовăн ашшĕ ятне «Викторович», Луиза Сергеевна Данилованне «Семеновна» тесе çырни тĕрĕс мар. Вячеслав Алексеевич Алексеев та 1924 çулта мар, 1942 çулта çуралнă. Çавна май çĕнĕ энциклопедире тÿрлетÿсем тумалла. Ун пек тата ытти йăнăшсем малтанхи кĕнекере татах та пулма пултарнă, вĕсем пирки районти тата ял тăрăхĕсенчи комиссисене хальтерех пĕлтермелле.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика