Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уртаракан чиртен асăрханăр

24 марта 2012 г.

Уртаракан чирпе ытларах ашпа тăранса пурăнакан тискер чĕр чунсем чирлеççĕ. Çыншăн вара çапкаланчăк йытăсемпе тилĕсем хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Уртаракан чир вирусĕ сурчăк урлă куçать. Уйрăмах пуçран е алăран çыртни хăрушă.

Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче çапкаланса çÿрекен йытăсен шутне чакарас тĕллевпе вĕсене тытассине йĕркеленĕ, 16 йытă тытнă. Йытăсем уртаракан чирпе ан чирлеччĕр тесе ветеринари станци ĕçченĕсем ялсем тăрăх çÿресе прививка тăваççĕ, çынсем хушшинче ăнлантару ĕçĕсем йĕркелеççĕ.

Сунарçăсен обществипе пĕрле эпир 800 доза вакцинăллă астармăш (приманка) хурса вăрманти тискер чĕр чунсен тата тилĕсен иммунизацине йĕркелерĕмĕр.

Февраль уйăхĕнче Штанашра тата Упукушкăнь ялĕнче тилĕсене курнă. Сунарçăсем икĕ тиллине те тытнă, виллисене çунтарнă вырăна дезинфекциленĕ.

Ветеринари службипе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем уртаракан чирпе малалла та кĕрешĕç, профилактика ĕçĕсене те ирттерсех тăрĕç.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика