Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайăксене пулăшмалла!

04 февраля 2012 г.

Хĕлĕн юлашки уйăхне кĕтĕмĕр. Кăшарни сивви вăраха тăсăлчĕ. Хĕл каçакан кайăксене уйрăмах йывăр, мĕншĕн тесен вĕсене валли çимелли юлманпа пĕрех. Кайăксене апат шыраса тупма вăй-хал нумай кирлĕ, кунĕ те кĕске-ха. Çавăнпах хăш чухне куç тĕлне шăнса вилнĕ е шăнса хытма пуçланă кайăксем тĕл пулаççĕ.

Кайăксене пулăшу кирли пирки Тихăнушкăнь ялĕнче пурăнакан Порфирий Волков та (çак кунсенче редакцинче пулнă май) чунтанах каларĕ.

– Эпĕ ачаранах çут çанталăка юрататăп. Хĕллехи кунсенче садра кайăксем валли сырăшсем туса çакатăп. Вĕсем çине хĕвел çаврăнăш вăррисене, салă е çăкăр тĕпренчĕкĕсене хурсах тăратăп. Манăн аслисене, шкул ачисене тăван тавралăха, вĕçен кайăксене тимлĕх уйăрма чĕнсе калас килет. Кайăксем – пирĕн туссем, çакна пирĕн манмалла мар, – терĕ Порфирий Кириллович.

Çапла, кайăксене хĕлле пулăшасси халăх хушшинче йăлара пулмалла. Анчах юлашки çулсенче ял ачисем те ытларах телевизор е компьютер çывăхне вырнаçса ларма васкаççĕ. Çавна пулах çут çанталăкри пулăмсене асăрхама пăрахни сисĕнет.

Садра е кантăк умне çакнă сырăшсене сăнасах тăрас пулсан вара пирĕн тăрăхра вун-вун кайăк хĕл каçнине пĕлме пулать: кăсăясем, çерçисем, уйăпсем, чакаксем, пилеш кайăкĕсем, ула таккасем, кăвакарчăнсем тата ытте те.

Вĕçен кайăксем те çынсем пекех ăш пиллĕхпе тараватлăха таçтанах сисеççĕ. Акă Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан М.Кораковăн кил-тĕрĕшне те кăсăясемпе çерçисем иленнĕ.

– Кашни кунах чăхсене апат пама тухсан кайăксем вĕçсе килнине асăрхатăп, – тет çут çанталăк тусĕ Матвей Кораков. – Хĕл каçипе вĕсем мана хăнăхса çитрĕç, алă çинех вĕçсе килсе лараççĕ те хаваспах тырăпа хăналанаççĕ. Пĕчĕк кайăк туссене чылайччен сăнаса тăратăп вара, вĕсем чĕвĕлтетни кăмăла çĕклет. Чĕрĕ чунсем вĕт-ха, мĕнле шеллемĕн вĕсене;

Çак сăмахсене пирĕн пурин те ăша хывмалла. Сырăш туман пулсан ăна паянах янтласа памалла.

Тĕрĕсрех вара, сивĕре выçăпа ан аптăраччăр тесен специалистсем кайăксене калориллĕ, çупа пуян хушма апат пама хушаççĕ. Ун пек апат шутне хĕвел çаврăнăш вăрри, мăйăр, салă, ăш çăвĕ, тĕрлĕ кĕрпе кĕрет. Çук пулсан пăшăрханма кирлĕ мар: хамăр çинĕ апат юлашкийĕ те кайăксен чухăн рационне кăшт та пулин пуянлатать. Апатран татăлман кайăка вара шартлама хĕл кунĕсем хăрушă мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика