Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Прокуратура пĕлтерет

21 января 2012 г.

Бройлер чăхне вăрланă.

2011 çулхи июлĕн 26-мĕшĕнче Тракушкăнь ял çынни И.С. ют пурлăха хапсăнас тĕллевпе пĕр ялти хĕрарăмăн кирпĕчрен тунă хушма çуртне кĕрсе пĕр бройлер чăх илсе тухнă, РФ УК-н 158 статйин 2 пайĕн "б" пункчĕпе пăхса хунă преступление тунă. Ку преступленишĕн тивĕçекен чи пысăк айăплав 5 çуллăх ирĕксĕр юлассипе танлашать.

Укçа йăкăртнă.

Вăлах 2011 çулхи июлĕн 28-мĕшĕнче хăйĕн В. пĕлĕшĕн çуртĕнче пулнă, кил хуçипе пĕрле эрех ĕçнĕ. Унтан уççăнах 1200 тенкĕ илсе тухса кайнă. РФ УК-н 161 статйин 2 пайĕн "г" пункчĕпе пăхса хунă преступление тунă. Уншăн тивĕçекен чи пысăк айăплав 7 çуллăх ирĕксĕр юлассипе танлашать.

Наркотик хатĕрĕ упранă.

2011 çулхи августăн 2-мĕшĕнче районти полици уйрăмĕн ĕçченĕсем оперативлă шырав мероприятийĕсем вăхăтĕнче çÿлерех асăннă Тракушкăнь ял çыннин И.С. килĕнче мăкăнĕн 16 тĕмне тупнă. Вăл вĕсене сарайра саккунсăр упранă, сутас тĕллев унăн пулман. Çапла майпа И.С. РФ УК-н 228 статйин 1 пайĕпе пăхса хунă преступление тунă. Сăмах май, мăкăнь наркотик хатĕрĕ – мăкăнь улăмĕ – шутланать, унра опийăн наркотиклă активлă алкалоичĕ морфин пур. Асăннă çыннăн наркотиклă хатĕрĕн типĕтнĕ виçи 51,4 грамм пулнă, çакă пысăк виçе шутланать. Ку преступленишĕн тивĕçекен чи пысăк айăплав 8 çуллăх ирĕксĕр хăварассипе танлашать.

Яваплăхран хăтарнă, сывалма янă.

Судпа психиатр экспертизи тăрăх И.С. çÿлерех асăннă преступленисене пурнăçланă вăхăтра психика пăсăлнипе аптăранă, çакă ăна унăн хăтланăвĕсем обществăшăн хăрушлăх кăларса тăратнине ăнланма чарнă. Çавăнпа суд кăçалхи январĕн 12-мĕшĕнче И.С. гражданина уголовнăй яваплăхран хăтарма тата ăна психиатри стационарне сывалма яма йышăннă.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика