Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Налуксене малашне мĕнле тÿлĕпĕр

01 февраля 2012 г.

Ача – тупăш çăл куçĕ

Çĕнĕ çул уйрăм çынсен хушма тупăшĕнчен илекен налук тĕлĕшпе улшăнусем кĕртрĕ. Çакă ачаллă çемьесем уйăхсерен тупăшран илекен 13 процент налука перекетлессипе çыхăннă.

2012 çултан тытăнса хальхи пек кашни ачашăн налук суммине 1000 тенкĕ мар, пĕрремĕшпе иккĕмĕш ачашăн 1400 тенкĕ, виççĕмĕшпе ытти ачасемшĕн 3000 тенкĕ таран каçарĕç.

Виçĕ ачаллă тулли çемьесем валли налук тÿлевĕн кăларăмĕ (налоговый вычет) 5,8 пин тенкĕпе танлашĕ, ку вăл çемьен кашни членĕ пуçне. Унччен ку сумма 3 пин тенкĕпе танлашнă. Апла пулсан иртнĕ çулхи нормăпа танлаштарсан налук хумалли база 2,8 пин тенкĕ чухлĕ чакать. Ку вăл сирĕн тупăш 364 тенкĕ ÿснине пĕлтерет. Налук хумалли база çăмăллăхĕпе ашшĕ-амăшĕ иккĕшĕ те усă курнине шутлас пулсан налук çăмăллăхĕ 728 тенкĕпе танлашать. Çакна та палăртмалла, енчен те сирĕн çулталăкри тупăш 280 пин тенкĕрен иртрĕ пулсан налук тÿлевĕ енĕпе çăмăллăх пулмасть.

Ăна илес текенсен ĕç вырăнĕнче заявлени çырса памалла тата ачасен çурални çинчен калакан свидетельствисене тăратмалла. Енчен те ашшĕ-амăшĕнчен пĕри налук тÿлевĕ енĕпе çăмăллăхпа усă курасшăн мар пулсан, икĕ хут пысăклатнă çăмăллăхпа мăшăрсенчен теприн усă курма май пур. Çавна валли унăн заявлени çырма тивет.

Уведомленисем парĕç

2012 çулхи ноябрь уйăхĕ тĕлне пур уйрăм çынсем те 2011 çулта транспортшăн, çĕршĕн, пурлăхшăн налук тÿлемелли пирки пĕлтернĕ хутсем (уведомленисем) илĕç. Налуксен пĕтĕмĕшле виçи вăтам çемье валли 10 пин тенкĕрен ытла пулмалла мар. Çавăн пекех налук уведомленийĕн квитанцийĕнче татса илмелли "флажок" пулать. Унпа усă курса гражданин тĕрĕс мар сведенисене тÿрлетме, даннăйсене налук инспекцине ярса пама пултарать.

Федераллă налук службин паянхи тĕп тĕллевĕ – налук тÿлекенсене электронлă пулăшусемпе усă курма хăнăхтарасси, вăл шутра интернетпа та.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика