Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техника тĕрĕслевĕшĕн – 380 тенкĕ

21 января 2012 г.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2011 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнчи 595 номерлĕ йышăнăвĕнче техника тĕрĕслевне ирттернĕшĕн тÿлемелли чи пысăк виçене палăртнă. Çак йышăнупа килĕшÿллĕн 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пассажирсене лартса çÿремелли, саккăртан ытла мар вырăнлă транспорт хатĕрĕсене (çăмăл автомобильсене) техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларнăшăн 380 тенкĕрен ытла тÿлемелле мар.

2012 çулччен çăмăл автомобиле техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларнăшăн 508 тенкĕ тÿлемелле пулнă: 300 тенкĕ – патшалăх пошлини, 208 тенкĕ – техника тĕрĕслевне ирттернĕ ĕçшĕн. Кăçалтан вара техника тĕрĕслевне уйрăм операторсем ирттернĕрен патшалăх пошлинине тÿлемелле мар.

Раççейĕпе илсен техника тĕрĕслевне ирттернĕшĕн тÿлемелли чи пысăк виçе Мускавра пулни паллă. Пирĕн республикăра çак виçе Атăлçи федераци округĕнчи ытти регионсенчи вăтам хаксенчен иртмест.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика