Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Специалистсем сывлăш пекех кирлĕ

10 сентября 2011 г.

Ял хуçалăхне аталантарма çăмăл мар, чăрмавсем ытла та нумай. Вĕсенчен пĕри – анлă тавра курăмлă, ĕçлес кăмăллă кадрсем çитменни. Аграри тытăмĕнче спецфиалистсем паян сывлăш пекех кирлĕ. Акă, "Путь Ильича" уçă акционерлă обществăра зоотехник, доярка, "Аккозинский" ял хуçалăх производство кооперативĕнче те зоотехник çук. "Асамат" тулли мар яваплă обществăра зоотехник, ветеринари тухтăрĕ, "Победа" хуçалăхра – тракторист, доярка, "Нивăра" водитель кирлĕ, "Вперед", "Свобода" хуçалăхсенче агроном, тракторист, инженер, зоотехник çитмест. Районĕпе илсен, çирĕме яхăн ваканси.

Хăш-пĕр хуçалăхсенче ертÿçĕсем хăйсемех агроном та, зоотехник та, инженер та. Кун пек чух хуçалăх çитĕнÿ тăвасси пирки калаçу та пулма пултараймасть.

Лару-тăру кăткăсланса пырать. Малашне те çамрăксем яла юлмасан е вĕренсе тухсан тăван хуçалăха таврăнмасан хуçалăхсем пĕтмеллипех пĕтсе арканас хăрушлăх пур. Хальхи вăхăтра техника аталанăвĕ çĕнĕ шая çĕкленни пирки пурте пĕлетпĕр. Анчах ялта алă вăйĕпе ĕçлемелли пайтах. Çавăнпа ялти ĕçе пĕлекен тĕреклĕ те сывă, ĕçчен, пысăк тавра курăмлă специалистсем хуçалăхсенче кирлех.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика