Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырма вĕçленнĕпе пĕрех

14 сентября 2011 г.

Районта тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене вырса илесси нумаях юлман. Ĕçе вĕçлеме çумăр чăрмав кÿчĕ. Калас пулать, сентябрĕн 12-мĕшĕ тĕлне 5804 гектар йышăнакан лаптăкран пурĕ 12951 тонна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса илнĕ, вăл шутра 5742 тонна тулă, 2885 тонна урпа. Вырма ĕçĕсен калăпăшне 99, 1 процентпа хаклама пулать. Çĕр ĕçченĕсен хастарлăхĕпе тăрăшулăхĕ сая кайманни куç умĕнчех. Гектар тухăçĕ вăтамран 22 центнер ытла.

Тухăç пысăк пулни хуçалăхсен тупăшне пуянлатма май парать. Çакăншăн тăрăшаççĕ те çĕр ĕçченĕсем. "Коминтерн" (33,5 центнер), "Свобода" (29,5), "Нива" (24,7), "Сурское" (21,7) хуçалăхсенче гектар тухăçĕ пысăк. Шел пулин те, "Победа" хуçалăхра кашни гектартан 12,8 центнер, "Авангард" хуçалăхра – 13,5 ц, "Вперед" хуçалăхра 6,8 центнер çеç тухăç илнĕ. Çак тĕслĕх çĕр ĕç культури тивĕçлĕ шайра пулманнине çирĕплетет мар-и?

Çанталăк пăсăлнине кура уй-хирте юлашки гектарсем юлчĕç. Апла пулин те йĕтемсем çинче ĕç пайтах: ял хуçалăх культурисене тирпейлесе-тасатса кĕлете кĕртмелле. Çакă ял ĕçченĕшĕн паян тĕп тĕллев пулса тăрать.

Тыр-пул пухса кĕртнипе пĕрлех хăш-пĕр хуçалăхсенче çĕр улми, хăмла, пахча çимĕç пухса илесси пырать. Районĕпе 28 тонна яхăн çĕр улми, 2 тонна пахча çимĕç, 2,5 тонна хăмла пуçтарса илнĕ.

Çавăн пекех çанталăк пăсăличчен хуçалăхсенче кĕрхи культурăсене 500 гектар çинче акнă. Планпа пăхнин çурри майлă, тĕрĕсрех 1461 гектар, çĕр хатĕрленĕ. Кĕрхи çĕртмене 332 гектар çинче туса хăварнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика