Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çĕр ĕçченĕсен ĕçлес хастарлăхĕ пысăк»

28 сентября 2011 г.

Виçĕм кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров ĕçлĕ çул çÿревпе "Аккозинское" ял хуçалăх предприятийĕнче пулчĕ, кĕрхи культурăсене çĕре варăнтарса хăварнипе паллашрĕ, çĕр ĕçченĕсемпе курса калаçрĕ.

"Аккозинское" ЯХПК еннелле çул тытнă вăхăтра тÿперен çумăр чашлаттарчĕ кăна. "Ял хуçалăх техникин уй-хире тухасси пулмасть ĕнтĕ, кĕрхисене акасси каллех чарăнса ларать", – пăшăрханса ÿкрĕ Александр Викторович. Телее, "Аккозинское" ЯХПК-н I Хурашаш ялĕ çывăхĕнчи уй-хирте трактор сасси илтĕнет. Ку – чуна савăнтаракан шав. Çанталăк ку хуçалăхри çĕр ĕçченĕсене ĕçлеме май туса парас тенĕ евĕр кунта хĕвел пăхать. Апла хура çĕре шуратса хăвараççĕ, çитес çул вара кĕрхисенчен пысăк тухăç илес шанăç пур.

Кĕрхисене акас ĕçре вăй питти ултă ар çын тăрăшать. Хĕрарăмсем тĕш тырра михĕсене тултарас ĕçре тимлеççĕ. Кĕрхи культурăсене çĕр ĕçченĕсем пысăк пахалăхпа акма тăрăшаççĕ, вĕсем аван хĕл каçчăр тесе минерал удобренийĕсемпе усă кураççĕ. Минерал удобренийĕсене çителĕклĕ янтланă. Хуçалăх кĕрхисене хальлĕхе 100 гектар ытла акса хăварнă. Çĕр çыннисем май пур таран ытларах акса хăварас тĕллевлĕ. Пурне те паллă, кĕрхисем, çурхисемпе танлаштарсан, тухăç ытларах параççĕ.

– Кĕрхисене акас ĕçре I Хурашаш ялĕн çыннисем тăрăшаççĕ, – каласа парать пĕр хастар çамрăк. – Хуçалăхăн техника паркĕ çирĕпех маррипе çынсем харпăр хăй килĕнчи техникăпа усă кураççĕ.

– Эпир çĕр çинче ĕçлеме ÿркенместпĕр, – калаçăва тăсать хăй ĕмĕрне тăван хуçалăха парнеленĕ тепĕр вăй питти ар çын. Кĕрхисене тахçанах акса пĕтермелле те – çанталăкĕ самаях ура хурать.

Çĕр ĕçченĕсен ĕçлес кăмăлĕ пысăк пулни вĕсен калаçăвĕнчен аванах сисĕнчĕ. Акă вĕсем – чăн-чăн ял çыннисем, вĕсем хура ĕçрен пăрăнмаççĕ, вĕсен ылтăн аллисем тăрăшнипе уй-хирте тĕш тырă хумханать, хуçалăх пÿлми пуянланать! Телее, районта ял пурнăçĕнчен, çĕр ĕçĕнчен сивĕнмен çынсем çав-çавах пур-ха. "Аккозинское" ЯХПК-ра кĕрхисене акас ĕçе çамрăксем ытларах хутшăнни те кăмăла çĕклет. Ахальтен мар Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă çырăвĕнче çапла палăртать: "Предприятисемпе организацисенче теветкеллĕ утăм тума, хăйсен ыттисенчен уйрăлса тăракан меслечĕсене сĕнме хатĕр çамрăк профессионалсем мĕн чухлĕ ытларах ĕçлеççĕ, вĕсем вăй хуракан çул-йĕр çавăн чухлĕ ăнăçлăрах та тухăçлăрах пулать. Çакна пурнăçăн кирек хăш сфери – техника, экономика, социаллă пурнăç тата бюджет – пиркиех калама пулать".

Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçлĕ çул çÿревĕ ăнăçлă иртрĕ. Çĕр ĕçченĕсем хăйсене хумхантаракан ыйтусем çине хуравсем, кирлĕ сĕнÿсем илме пултарчĕç. Ĕçлĕ çул çÿреве пĕтĕмлетнĕ май, Александр Викторович ял çыннисемпе тĕл пулусем тăтăшах ирттермеллине палăртрĕ. Кун пек тĕл пулусем çынсене мĕнлерех ыйтусем хумхантарнине, вĕсем ĕç çине еплерех пăхнине палăртма пулăшаççĕ. Виçĕм кунхи ĕçлĕ çул çÿрев "Аккозинское" хуçалăхри ĕçченсен ĕçлес хастарлăхĕ пысăккине аванах çирĕплетрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика