Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван килĕнче амăшĕ, Анна Самсоновна, пĕчченех пурăннă пирки çар хĕсметĕнчен таврăннă Сань

05 октября 2011 г.

Тăван килĕнче амăшĕ, Анна Самсоновна, пĕчченех пурăннă пирки çар хĕсметĕнчен таврăннă Санькăн малашлăхĕ ял пурнăçĕпе çыхăнасси паллă пулнă. Çавăнпах ĕнтĕ çамрăк çын механизатор профессине алла илме шутлать. Ахальтен-им вăл механизациленĕ çар чаçĕнче танк механик-водителĕ пулнă. Çав тĕллевпе Саратов облаçĕнчи Красный Кут станцинчи ял хуçалăх механизаци училищине (хальхи ПТУ) вĕренме тухса каять. Вăтам пĕлÿллĕ çамрăка вĕренÿ çăмăллăн парăнса пынă. Вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыракансене пĕр ушкăна пухса, ăна та "питĕ лайăх" паллăпа кăна вĕреннĕрен, тÿлевсĕрех каçхи вăхăтра вĕрентсе автомашина водителĕн удостоверенине параççĕ. Çавăнтах икĕ çул практикăра пулать.

Яла таврăнсан "Победа" хуçалăхăн ун чухнехи ертÿçи Г.С.Михайлов ăна тракторпа ĕçлеме чĕнсе илет. Анчах та пурнăç кустăрми яланах пĕр йĕрпе чупмасть. Санькăна та чир канăçсăрлантарма пуçлать. Сăлтавĕ тĕрлĕрен пулма пултарнă, анчах та паллă, ял хуçалăхĕ нормăланă ĕç вăхăтне пăхăнакан отрасль мар. Сиксе тухнă инкек ăна шухăша ярать. Мĕншĕн тесен вăл – çемье тĕрекĕ. Вĕсен ĕнтĕ пĕчĕк ача пур, тăван амăшĕ те ватă. Хăй умне ятарлă вăтам пĕлÿ илме тĕллев лартса Канаш педучилищин шкул уйрăмне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. "Инкекĕ телейлĕ пулма пулăшнă", – тесе калакан хайлав тĕрĕсех иккен. Училищĕрен вĕренсе тухиччен çапах та урапаллă "Беларусь" МТЗ-50 трактор рульне алăран яман.

Ĕмĕтленнĕ вăхăчĕ те çитет. Вĕренсе алла диплом илсен районти çут ĕç пайĕ Александр Гаврилович Семенова Штанашри вăтам шкула ярать.

Хальхинче вун пĕр çул каялла пĕтернĕ шкула Александр Гаврилович учителĕн хисеплĕ ятне илсе пырса кĕрет. Чăн малтанах вунă класс пĕтернĕ каччăн малалла вĕренме тивмен пулин те пĕлĕвне кăна мар, ĕçченлĕхпе тăрăшулăхне шута илсе, ашшĕ "Чăваш коммуни" колхозăн ферма заведующинче тимленĕ Гаврил Сергеевич вилсен, правлени енчен вăхăтлăха ун вырăнне ăна лартаççĕ. Илемлĕ литературăпа кăсăкланакан пулас салтака ун чухнехи библиотека заведующийĕ Е.А.Медведева, урăх вырăна куçнă май, библиотекарьте ĕçлеме те вырнаçтарать.

Педагогикăри хăйĕн пÿрнĕ каçалăкне вырма Александр Гавриловичăн пурнăç опычĕ пайтах пулнă. Çак опыт, ачасене юратни, вĕрентÿпе воспитани ĕçĕсен пуян меслечĕсене алла илсе пыма ăнтăлни çамрăк вĕрентекене ăнăçлă ĕçлесе пыма пулăшаççĕ.

Хусанушкăнь вăтам шкулĕн вĕрентекенсен коллективĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухать. Çак шкулта кĕçĕн класс ачисене кăна мар, вăтам сыпăкрисене те рисовани, черчени, чăваш чĕлхипе литература предмечĕсемпе ăс панă. Аслă пионервожатăй, библиотекарь тивĕçĕсене те пурнăçланă. Шкул коллективĕн пурнăçне активлă хутшăнса пуянлатма тăрăшнă.

– Художествăлла пултарулăх коллективĕпе пĕрле сахал мар районти смотр-отчетсене хутшăннă. Йăлара, хăна-вĕрлере те пĕр ĕçмесĕрех хавасланса юрласа ташланă. (Механизаторта ĕçленĕ çулсенче, тĕрлĕ нарядсене пурнăçланă пулин те, нихăçан та алла черкке тытман.) Ĕçе парăнса тăрăшнăран, шкул администрацийĕ ÿпкелесе каланине нихăçан та илтмен, – Хусанушкăнь шкулĕнче ĕçленĕ çулсене çапла тулли кăмăлпа аса илет вĕрентекен-пенсионер. Вăл "Ĕç ветеранĕ" медале тивĕçнĕ. Унăн ĕç-хĕлне хаклакан Хисеп грамотисем те пур.

Мăшăрĕпе, Ольга Александровнапа, виçĕ ача ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Аслă хĕрĕ Нина çемьеллĕ, Çĕнĕ Шупашкар хулинче пурăнать, çавăнти пĕр строительство организацийĕнче ĕçлет. Вăталăх ывăлĕ Александр Етĕрне район администрацийĕн аппаратĕнче вăй хурать. Кĕçĕн ывăлĕ Сергей Çĕнĕ Шупашкарта тĕпленнĕ, çул-йĕр хăрушсăрлăх службин техник-эксперчĕ. Мăнукĕсем те пиллĕкĕн.

А.Г.Семенов пурăнакан Лутра Пакăш ялĕнчи Çĕнушкăнь урамĕ варрипе тарăн çырма иртет. Картланă пĕвесем, çыранăн икĕ айккипе лартса тухнă йывăçсем унăн сăн-питне илемлетеççĕ. 75 çул ĕнтĕ çак илемлĕ тавралăх ăна пурăнма вăй-хăват парса тăрать. Юратнă мăшăрĕ Ольга, Хурашаш хĕрĕ, çĕре кĕнĕренпе вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. Пĕчченлĕх асапне çăмăллатма А.Г.Семенов икĕ çул хушши "Победа" хуçалăхра самăртма хупнă çамрăк выльăхсене пăхать. Вĕсен талăкри ÿт хушаслăхĕ районти выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ăмăртăвĕнче чи лайăххи пулнă май, район администрацийĕ енчен ăна, çĕнтерÿçĕне, алла çыхмалли сехет парса чыслаççĕ. Çав вăхăтрах килти хуçалăхра та ĕне тытнă вăл. Нихăçан та пĕр хура ĕçе те тиркемен, унран хăраман. Хуйхи-суйхи, инкекĕ такăнтарма тăрăшсан та, унăн чунĕ йывăрлăхсене парăнман. Чун тасалăхĕ эрех-сăрана йышăнман. Туртман кăна мар, урă пурнăç йĕркине питĕ кăмăлланă. Хальхи вăхăтра та ăна яшă теççĕ. Ыр кăмăллăхĕ, сăпайлăхĕ ватăлма памаççĕ вĕрентекене.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика