Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр лаптăкĕсене йывăçсем пусса илнĕ

05 октября 2011 г.

Ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсен пулăхне тата Раççей наци пуянлăхĕ шутланакан агроландшафтсене 2006-2010 çулсенче тата 2013 çулчченхи тапхăрта сыхласа хăварасси" федерацин тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн çĕр лаптăкĕсен харпăрлăхçисем хуçалăх ĕçĕсене пурнăçланă чухне çĕр саккунĕсем ыйтнине пăхăнассине тивĕçтересси патшалăх çĕр тĕрĕслевĕн задачи пулса тăрать. Çавăнпа та Россельхознадзор кăçал вăрмансене, вăрман фондне кĕмен вырăнсене, ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсене тĕрĕслес ĕçе малалла тăсма хушнă.

Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн çĕр тĕрĕслев пайĕн специалисчĕсем Хĕрлĕ Чутай район территорийĕнчи ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсене тĕрĕсленĕ. Асăннă çĕрсене (пĕтĕмпе 63,9 гектар) йывăçсемпе йывăç тĕмсем пусса илнине çирĕплетнĕ.

Раççей Федерацийĕн Çĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн çĕр лаптăкĕсен харпăрлăхçисем тата çĕр участокĕсен хуçи шутланман çынсем çĕр лаптăкĕсемпе тĕллевлĕ усă курма тивĕç, çĕре çÿп-çаппа варалама тата унăн пулăхне япăхлатма юрамасть.

Çĕрсене сыхлас, çилпе шыв эрозийĕнчен упрас, çут çанталăка сиен кÿрекен тата çĕрсен пахалăхне начарлатакан ытти процессене пĕтерес тĕлĕшпе пурнăçламалли мероприятисене тата çирĕплетнĕ требованисене пурнăçламаншăн административлă йĕркене пăсни çинчен РФ Кодексĕн 8.7 статйин 2-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн çĕр саккунĕсене пăхăнманни административлă явап тытасси патне илсе çитерет. Анчах та айăплисене явап тыттарма май пулмарĕ, мĕншĕн тесен асăннă çĕр участокĕсене саккунпа йĕркелемен (çĕр участокĕсем тĕлĕшпе межевани туман).

Ял тăрăхĕсем тăрăх илсен ÿкерчĕк çапларах: Хĕрлĕ Чутай – 12 гектар, Мăн Этмен – 10, Пантьăк – 7,5, Хусанушкăнь – 7, Штанаш – 20, Тралькасси – 0,4 гектар.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика