Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр-ĕмĕр вĕлкĕштĕр Некей ялавĕ

12 октября 2011 г.

Истори кĕнекинче чăвашсем çинчен нимĕн те çукки мана мĕн пĕчĕкрен питĕ кулянтаратчĕ.

"Эпир те халăх-çке-ха! Пирĕн те паттăрсем пулнă пуль. Пирĕн те хамăр халăха хÿтĕлекенсем пулнă пуль!" – теттĕмччĕ эпĕ. Çавăнпа ĕнтĕ ялти шкулта вĕреннĕ чухнех Сăкăт-паттăр, Чекерчек-паттăр, Пайтул çинчен халăхра мĕн каланине пуха-пуха çырса хума тытăнтăм. Шупашкара, Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме килсен, студентсемпе пĕрле тĕрлĕ çĕре кайса çÿрерĕмĕр, тĕрлĕ тăрăхри паттăрсем çинчен историллĕ преданисемпе халăх каланисене пуçтарма тытăнтăмăр. Мускавран килнĕ А.П.Смирнов профессорпа тата Г.Ф.Федоров-Давыдов археологпа пĕрле авалхи хуласене чавса пăхнă çĕрте ĕçлерĕм.

1954 çулта, "Мускав çулĕ" историллĕ роман çырас шухăш пуçа пырса кĕрсен, Куçма Мининпа Пожарскийĕн çывăх тусĕ пулнă Пăрттас çулне-йĕрне тĕпчесе пĕлес тесе, Ункă шывĕпе Шупашкаркасси ялĕ тăрăхне пĕтĕмпех çуран утса тухрăм.

1956 çулта вара Емельян Пугачев ертсе пынă хресчен вăрçи пирки мĕн пур чăнлавсене пухасчĕ тесе çÿреме тытăнтăм. Ак чун туртăмĕ мана Хĕрлĕ Чутай районне, Хусанушкăнь текен ял тăрăхне илсе çитерчĕ. Çавăн чухне çак тăрăхри паллă таврапĕлÿçĕпе А.И.Ямсков учительпе паллашрăм. Алексей Иванович вĕри чунлă, тем те пĕлес тесе тăрăшакан çынччĕ. Унпа пĕрле эпир Тихăнушкăнь, Тракушкăнь, Сĕнтĕкçырми, Хурашаш ялĕсенче те пултăмăр, нумай-нумай çынсемпе калаçрăмăр. Çавăн чухнех эпĕ ку таврари паллă тĕпчевçĕ-учительсемпе, В.Г.Толстов-Атнарскипе, Г.П.Пашкуртовпа та паллашрăм. Çапах та пуринчен ытла А.И.Ямсковпа Некей çулне-йĕрне тĕпчес тесе çÿрени асра юлнă. Алексей Иванович ватă çынччĕ, мана, çап-çамрăк студента, хăйĕн ывăлĕ пекех куратчĕ. Унпа пĕрле эпир Некей ялавĕ çинчен калакан авалхи истори калавне çырса илтĕмĕр, Некей штабĕ пулнă вырăна шыраса тупрăмăр. Ун чухнехи ватăсем вăл вырăна питĕ лайăх пĕлетчĕç. Паянхи пекех ас тăватăп: темиçе ватă, туйисем çине таянса, пире Хурашаш ялĕ çумĕнчи тарăн çырмана ертсе кайрĕç. "Кунта эпир ача чухне чаваланса тем тĕрлĕ кăрал тупаттăмăр, – каласа кăтартнăччĕ вĕсем. – Хуçăк хĕçсем те, çĕмренсем те, тем тĕрлĕ тăхасем те. Пĕррехинче тупă кĕпçи те тупрăмăр..."

Чăнах та, А.И.Ямсков çырса илнĕ "Хурашаш патĕнчи çапăçу" историллĕ преданире çак çапăçу çинчен питĕ тĕплĕн каланă. Икĕ кун пынă çак юнлă çапăçу. Иккĕмĕш кунне Некей хăйĕн чи маттур паттăрĕсемпе тăшмана хыçалтан тапăнса, ним юлми çĕмĕрсе тăкать, тупписене тытса илет. Ку çапăçу çинчен 1931 çулта пичетлесе кăларнă "Пугачевщина" кĕнекере те, "Кăрмăш воеводи кĕнцелерĕн чăнлавĕсем" текен упранса юлнă хутсенче те тĕплĕнех каланă.

А.И.Ямсковах мана хăй темиçе çул маларах çырса илнĕ Некей юррине те панăччĕ. Вăл манăн хам ун чухне илсе çÿренĕ блокнотра паян кун та упранать. Акă вăл, çав Некей юрри.

Кăвак Атăл хĕрри – кăвак йĕтĕн,

Шурă Атăл хĕрри – шурă тĕтĕм.

Хум-хум урлă каçса килсе кĕтĕм,

Аппа, эсĕ мĕн-ма ларса йĕтĕн;

Хура Атăл çинче – хура акăш,

Тури Атăл çинче – тутă карăш.

Тивеймерĕ мана сивĕ варкăш.

Ма хурлантăн, пичче, акăш-макăш;

Çутă Атăл хĕрри – çутă хырлăх,

Вилĕ Атăл хĕрри – вилĕ шурлăх.

Çак çут тĕнче ытла хĕнлĕ-хурлăхлă,

Мĕншĕн пире валли çавă хурлăх;

Тăхăр Атăл çине тухса куртăм,

Ăмăрт кайăк туссем эпĕ тупрăм,

Атăл çийĕ кĕрлет урăм-сурăм,

Атăлсен те юрри ман çак юррăм.

Куççульпеле тулать Аслă Атăл,

Çын юнĕпе тулать Тăхăр Атăл.

Чăвашран, чăваш, эс ан татăл,

Тус-тăванна ялан пулсам хапăл.

Епле хитре, епле сăнарлă каланă йĕркесем! Епле сăмах янравĕ кашни йĕркере! Ку юрра Алексей Иванович Хурашаш ялĕнче пурăннă Чумей йăхĕн çыннинчен, ватă Тимкка мучирен çырса илнĕ. Ун чухне ваттисем Некей хăй те çав Чумей йăхĕнченех тетчĕç. Çапла каланине Г.И.Пакрушев учитель те хăй çырса илнĕ чăнлавĕсемпе çирĕплететчĕ. Ваттисем каланă тăрăх, Некей çак юрра Емельян Пугачева та юрласа панă тет. Ахальтен мар пуль çав ĕнтĕ Пугачев Некее питĕ хисепленĕ, хăй кунтан каяс умĕн ăна ку тăрăх хуçи, чăн-чăвашла калас пулсан, турханĕ туса хăварнă.

Некейĕн кашни çапăçура пулăшса пыракан ялавĕ çинчен халăхра калани те питĕ асра юлнăччĕ. "Патша ялавĕ пулнă вăл", – тенĕ кашни халăх калавĕнче, авалхи историллĕ преданисенче.

Алексей Иванович Ямсковпа эпир Некей ялавĕн йĕрне-шывне тупма пулмасть-ши тесе те нумай çÿренĕччĕ. Халăх каланă тăрăх ăна кайран, Некей хăй паттăррăн пуçне хунă хыççăн, сывă юлнă чăваш паттăрĕсем Ятсăр текен çырма хĕррине питĕ тĕплĕн пытарнă. Ун пек çырма чăнах та пур. Çав çырма тăрăх эпир кунĕпе çÿрерĕмĕр. Паллах, капла кăна, утса çÿресе, пĕтĕм халăхшăн чи паха тупра пулса тăнă япалана пытарнă вырăна тупма йывăр. Чăн-чăн наука экспедицийĕ туса çав ялава шырамалла.

"Эх, хăçан та пулсан çав ялава шыраса тупасчĕ", – ĕмĕтленетчĕ Алексей Иванович. – Вăл тĕле Хусанушкăнь çĕрĕ çинче Некей палăкĕ те пулĕ".

Чăнах та акă халĕ çак кун çитрĕ, кăçалхи октябрĕн пĕрремĕшĕнче пĕтĕм халăхпа пĕрле пуçтарăнса эпир Хусанушкăнь ял тăрăхĕн çĕрĕ çинче пирĕн вилĕмсĕр Некей палăкне уçрăмăр.

Тăван халăх ирĕклĕхĕшĕн кĕрешсе, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ паттăршăн хурланнă пек вăхăт-вăхăт лăпкă çумăр çуса илет. "Ыр çын парни", – теççĕ чăвашсем кун пек çумăра. Чăнласах та тÿпе-атте парни пулчĕ пуль ку çумăр. Çил çук. Ытлашшипе сивĕ те мар. Таврари ялсенчен халăх питĕ нумай пуçтарăннă. Ваттисем те, çамрăксем те, ачасем те... Район ертÿçисем те, депутачĕсем те кунтах.

Эпĕ шанатăп: хăçан та пулса Некей ялавĕ те тупăнĕ-ха. Ун пек пĕтĕм халăх пурлăхĕ пулса тăнă япаласем çухалма пултараймаççĕ. Ал çырăвĕсем çунмаççĕ тенĕ пекех. Эппин, ĕмĕр-ĕмĕр вĕлкĕштĕр Некей ялавĕ!..

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика