Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем уйăхсерен йышланса пыраççĕ

16 октября 2011 г.

Районта пурăнакансенчен "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçекенсем уйăхсерен йышланса пыни савăнтарать.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн октябрĕн 12-мĕшĕнчи 428" йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пирĕн районтан тата виçĕ çын "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçрĕç, вĕсем – Малиновка ялĕнче пурăнакан Зоя Ивановна Еклакова, Шулюри Валерий Александрович Сетейкин, Тихăнушкăнчи Владимир Николаевич Угольников.

Зоя Ивановна Еклакова 1934 çулхи декабрĕн 10-мĕшĕнче Ишеккасси ялĕнче çуралнă. 1969 çулта Зоя Ивановна Ача амăшĕн медальне (II степень) тивĕçнĕ, 1980 çулта ăна "Ача амăшĕн мухтавĕ" орденпа чысланă.

Валерий Александрович Сетейкин 1951 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче Шулю ялĕнче кун çути курнă. Пурнăçĕ унăн тăван хуçалăхра – "Путь Ильича" колхозра – иртнĕ, пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ унăн 46 çул. 1979 çулта Валерий Александрович "Социализмла ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи" паллăна тивĕçнĕ.

Владимир Николаевич Угольников 1952 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ĕç стажĕ унăн 41 çулпа танлашать. 1985 çулта Владимир Николаевич "Вун пĕрмĕш пилĕк çуллăх ударникĕ" паллăна тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика