Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суйлава пĕтĕмлететпĕр, малтанхи кăтартусем

10 декабря 2011 г.

Раççейĕпе суйлава суйлавçăсен 60,2 проценчĕ хутшăннă, Чăваш Енре ку кăтарту пысăкрах – 61,52, Атăлçи округĕпе – 64,4 процент. Районсемпе илес пулсан суйлава тăвайсем ытлараххăн хутшăннă, вĕсен кăтартăвĕ 91,19 процентпа танлашать. Вĕсем хыççăн шăмăршăсем – 80,96 процент, унтан патăрьелсем – 78,81 процент – пыраççĕ. Пăрачкавсен суйлавçăсен 78,33 проценчĕ суйлава хутшăннă, йĕпреçсен – 76,85 процент, елчĕксен – 75,93 процент. Пирĕн районти суйлавçăсен 59,70 проценчĕ çеç суйлава хутшăнма кăмăл тунă.

Эпир суйлава хутшăнассипе, республикăри ытти районсемпе танлаштарсан, 21-мĕш вырăнта – апла пулсан чи юлашкисем. Ку кăтарту пире каяллах туртать.

Пирĕн хыççăн вара хуласем пыраççĕ: Канаш хули (57,39 процент), Шупашкар (56,71), Çĕнĕ Шупашкар (54,20), Çĕмĕрле (54,20), Улатăр хули (53,98).

Раççейре Чăваш Ен суйлава хутшăнассипе 7-мĕш вырăнта.

Тăван республика умĕн чи малтан Мордва (94,5 процент), Тутар (79,5), Пушкăрт (79,3), Мари Эл (71,5) республикисем, Саратов (67,3), Пенза (64,9) облаçĕсем тăраççĕ. Чи кайри вара – Пермь тăрăхĕ, вĕсен 48,1 процент.

Партисене суйлассипе республикăра çакăн пек лару-тăру, паллашăр:

"Единая Россия" политика партийĕшĕн шăмăршăсен 70,40 проценчĕ сасăланă, тăвайсен – 67,36 проценчĕ, патăрьелсен – 64,99 проценчĕ. Çĕнĕшупашкарсен – 30,65 проценчĕ, шупашкарсен – 33,21 проценчĕ, канашсен 41,51 проценчĕ çеç "Единая Россияшăн" пулнă. Пирĕн районти сасăлавçăсен 52,24 проценчĕ "Единая Россия" партишĕн сассисене панă. Ку енĕпе республикăра хĕрлĕчутайсем, ытти районсемпе танлаштарсан, 13 -мĕш вырăнта (ку кăтартăва япăх та, лайăх та мар темелле пулĕ).

Материала вĕçленĕ май уйрăм пулăмсене палăртмалла:

– влаç тытăмĕнчи çынсен яланах халăхпа юнашар пулмалла (ЧР Президенчĕн сăмахĕсенчен);

– суйлава хутшăнассипе район кайри пулнинче, ман шутпа, малтанах районти тата ялсенчи суйлав комиссийĕсем, ял тăрăхĕсен администрацийĕсем çителĕксĕр ĕçлени палăрать. Суйлавăн районти малтанхи кăтартăвĕсене тишкернĕ май хăш ял тăрăхĕ мĕнле ĕçлени лайăхах курăнать.

Ăçта йĕрке – çавăнта пурнăç та илемлĕ, лайăх.

Умра тата тепĕр суйлав: мартăн 4-мĕшĕнче РФ Президентне суйлатпăр. Хамăрăн кулленхи çитменлĕхсене пĕтерер тесе пурте пĕр саслăн пулса суйлава хутшăнар тата тĕрĕс суйлав тăвар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика