Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăхран хакли нимĕн те çук

14 декабря 2011 г.

Чăнах та, хальхи вăхăтра уйрăмах эпир, ашшĕ-амăшĕ, ачасен сывлăхĕ çине сÿрĕккĕн пăхатпăр. Вĕсемшĕн тем тума та хатĕр. Кириешки, чипсы, кока-кола, шоколад тата ытти çакăн йышши "апатсене" кашни кунах укçа шеллемесĕрех илсе паратпăр. Вĕсемпе апатлансан ачасем сывă аталанĕç-ши?

Тата мĕн куратпăр-ха кашни кунах? Пирĕн ачасем кунран-кун сахалрах хускану тăваççĕ. Ирхине тăрсан вăранса çитмесĕрех автобус чарăнăвĕ патне утаççĕ, унтан автобус çине кĕрсе ларса шкула çитеççĕ. Енчен те автобусран юлнă пулсан шкула çуран утса каймаççех. "Юлнă, юлнă, паян шкула каймастăп", – теççĕ те ачасем кунĕпех килте компьютер е телевизор умĕнче кун кунлаççĕ. Çав 4-5 çухрăма çуран утса ача шкула килнĕ пулсан, тен, сывлăхĕ те пĕрмаях хавшамастчĕ пулĕ, ăс-тăнĕшĕн те усăллă пулĕччĕ.

Ну, юрĕ, ача шкула килнĕ тесе шутлăпăр. Уроксем пĕтсен киле каймалла. Каллех мĕн куратпăр-ха; Уроксем вĕçленсенех пĕр харăсах кашни яла автобуссем каяймаççĕ. Нумайăшĕ автобус кĕтсе пĕр сехет майлă вăхăт ирттерет. Килне çур сехет хушшинче çитет пулсан та çуран утма шутламасть.

Киле çитсен ача хăйĕн вăхăтне мĕнле ирттерет-ха; Ытларах чухне, паллах, шкултан килсенех телевизор е компьютер çутать. Унтан ашшĕ-амăшĕ ятласан кил картине тухса пĕр сехет майлă ĕçлекелĕ.

Кунĕпе те ача уçă сывлăшпа та сывласа кураймасть пулсан ăçтан унăн сывлăхĕ пулĕ;

Ман шутпа, физкультура урокĕсене виçĕ сехет туса пани ачасене сывăрах тăваймĕ, мĕншĕн тесен çав урока кĕрес мар тесе ачасем темле чир-чĕр те шутласа кăлараççĕ: пуç е хырăм, е ура ыратать тата ытти те. Паллах, вĕрентекен çав ачана вăйпах урокра кирлĕ чухлĕ хускану тутараймасть. Тем курса ларăн; Те чăнах та чирлĕ ача, тен, суять;

Ман шутпа, шкултан 3-5 çухрăм инçетре пурăнакан ачасен шкула çуранах çÿремелле. Çак ыйтăва министерство шайĕнче пăхса тухмалла. Çуран утни ачасен сывлăхĕшĕн кăна мар, пуриншĕн те усăллă. Унтан лавккари "тутлă апатсене" тăтăшах тĕрĕслесе тăмалла. Манпа нумай тухтăр килĕшет тесе шутлатăп. Тен, ун чухне пирĕн ачасем сывăрах пулĕç. Манас марччĕ: ачасем – пирĕн пуласлăх.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика