Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Россельхозбанк субсидилекен ипотека пама пуçланă

17 декабря 2011 г.

Чăваш Республикин хула тăвас ĕç тата общество инфратытăмĕн аталанăвĕн министерстви тата "Россельхозбанк" АУОн Чăваш регион филиалĕ çамрăк çемьесем пурăнмалли çурт-йĕр туянма е тума илнĕ ипотека кредичĕсен процентне тÿлеме каякан тăкаксен пĕр пайне Чăваш Республикин республика бюджечĕн шучĕпе саплаштарасси çинчен калакан килĕшÿ тунă.

Çак килĕшÿ пулăшнипе çамрăк çемьесем пĕчĕклетнĕ процент виçипе кредитсем илме пултарĕç. Ăна кредит килĕшĕвне тунă хыççăн 10 çул хушшинче çулталăкри 4 процент виçипе республика бюджечĕ субсидилет. Çакăнпа пĕрлех "Россельхозбанк" кредичĕсемшĕн кăтартуллă лайăх ен пур – тÿлевсен дифференциллĕ тытăмĕ, урăхла каласан, кредита тавăрса уйăхсерен тÿлекен виçе тĕп парăма тÿлесе пынă май вĕçĕмсĕр чакса пырать.

Килĕшĕве Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи октябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче "Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăх енчен пулăшмалли хушма мерăсем çинчен" кăларнă указĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ. Çăмăллăхлă кредитсене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалла тесе йышăннă çамрăк çемьесене параççĕ.

Тĕплĕнрех ыйтса пĕлмелли телефон: (8352) 66-22-06.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика