Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрă-ташă пĕр-пĕрне çывăхлатать

17 декабря 2011 г.

"Иксĕлми Чутай çăлкуçĕсем" фестивальте районти 12 фольклор ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ: кашни ял тăрăхĕ тата инвалидсен обществи хутшăнни савăнтарать. Ачкасси, Кив Атикасси, Питĕркасси, Мăн Этмен ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те культура ĕçченĕсемпе пĕрле сцена çинче пулни те питĕ ырă пулăм. Палăртма кăмăллă, кашни ушкăнăн хăйĕн уйрăмлăхĕ, пуянлăхĕ сисĕнчĕ. Тралькассисем акă хăйне евĕрлĕ авалхи тумпа тĕлĕнтерчĕç. Çавăн пекех вĕсен йышĕнче çулпа ытларах пурăннă çынсем нумай пулни кăмăллă. Кунта вырăнти власть ял-йышпа туслă çыхăнура тăни палăрать темелле-ши?

Вăрман леш енчисем вара юрă-ташăпа пурне те ирттереççĕ. Вĕсен уçă та янравлă сассисене кирек хăш мероприятире те итлеме хавас. Вĕсемпе тан пулма, ман шутпа, Чутай центрĕ çывăхĕнче пурăнакансен юрра-ташша самаях нумай вĕренмелле те ĕçлемелле.

Сăмахăма тăснă май, çакна калас килет: Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем юрă-ташăра пит маттур, çавна пула вĕсенчен чаплăрах та чаплăрах программăсемпе савăнтарасса кĕтетпĕр – ку хутĕнче вĕсем темшĕн çирĕпех хатĕрленмен, апла пулин те вĕсем иккĕмĕшсем.

Питĕркассисем те юрă-ташăра савăнăçлăччĕ – ку хутĕнче çак пулăм сÿрĕкрех палăрчĕ.

Фестивале пĕтĕмлетсен: культурăпа кану центрĕн "Шокăль" фольклор ушкăнĕ – пĕрремĕш вырăнта – лайăх хатĕрленнĕ. Иккĕмĕшĕсем – Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчи "Урпаш" тата Штанаш ял тăрăхĕнчи "Шуçăм" фольклор ушкăнĕсем. Виççĕмĕш вырăнта – Кив Атикассинчи "Шупуç", Пантьăкри " Сăр таппи" тата инвалидсен обществин "Шанчăк" фольклор ушкăнĕсем

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика