Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял тăрăхĕсен сайчĕсем: пĕрисем ĕçлеççĕ, теприсем çывăраççĕ

17 декабря 2011 г.

Эпир Интернет ĕмĕрĕнче пурăнатпăр. Кашни килте тенĕ пекех компьютер пур, çавăнпа та чылайăшĕ тĕнчере, çĕр-шывра, республикăра, районта, тăван ял тăрăхĕнче мĕн пулса иртнине килтен тухмасăрах пĕлме пултарать. Çак тĕллевпе ятарлă сайтсем ĕçлени питĕ аван.

Ял тăрăхĕсен сайчĕсене влаçпа халăх хушшинчи çыхăну ан татăлтăр тесе республика правительстви, район администрацийĕ йĕркеленĕ. Ял тăрăхĕнче мĕн пулса иртет, мĕнле çĕнĕлĕх пур – пĕтĕмпех халăх валли. Тепĕр майлă каласан, ку тăрăхра пурăнакансем мĕнле «сывлани» сайтра курăнать. Вырăнти сайтсем еплерех ĕçленине юлашки хут эпир икĕ çул каялла тишкернĕччĕ. Унтанпа шыв чылай юхрĕ. Паян лару-тăру мĕнлерех-ха?

"Ку пирĕн сайта пĕр хут кĕрсе пăхнă та пĕтĕмлетÿ тума хăтланать", – тесе каласран ноябрь уйăхĕнчен пуçласа декабрĕн 14-мĕшĕччен тишкертĕм ял тăрăхĕсен сайчĕсене. Пуринне те пĕр пек сăнама тăрăшрăм: тĕп (актуаллă) хыпар пур-и тата вăл хăçанхи, çĕнĕ хыпарсене, баннерсене çĕнетсе тăраççĕ-и, хаçатра пичетленнĕ материалсене лартаççĕ-и?

Район сайтĕнче ял тăрăхĕсене вырăсла алфавит йĕркипе мĕнле вырнаçтарнă, сайтсене çавăн пек пăхса тухăпăр.

АЧКАССИСЕМ хĕллехи ыйха путнă темелле-ши? Вĕсемшĕн паянхи кун та сентябрĕн пĕрремĕшĕнче ачасем шкула кайни тĕп хыпар шутланать! "Ял культури" баннера июньте çĕнетнĕ – ямашсем ял уявĕнче савăннине çырса пĕлтернĕ. Юлашки çĕнĕ хыпар – ноябрĕн 28-мĕшĕнчи! "Темĕнле" Владимир Николаевича (хушамачĕ çук) 60 çул тултарнă ятпа саламланă та... çывăрса кайнă пулас. Ноябрьте те вĕсен тăватă хыпар кăна пулнă.

АТНАРСЕМ çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарсах тăраççĕ-ха, анчах декабрьте хальлĕхе вĕсен 2 хыпар кăна. Тĕп хыпарĕ – ноябрĕн 16-мĕшĕнче информаци кунĕ иртни. Юрать тейĕпĕр, М.Игнатьев Президентăн Çырăвне çулталăкĕпех тишкерсен те нимĕн те мар. Ыттисенчен уйрăм баннер – "Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ çуралнă кунпа саламлани" – куртăм та кĕрсе пăхма шутларăм. Çук нимĕнле салам та. Видеохыпарсем вара атнарсен пуринчен те нумай. Актуаллă хыпарсем те вĕсен кăна. Хаçатра пичетленнĕ материалсене те çĕнеткелени сисĕнет.

ЭТМЕНСЕМ хыпарсене çĕнетсех тăраççĕ (ноябрьте 16 хыпар пулнă, декабрьте хальлĕхе – тăваттă), анчах ытларах календарьти уявсем пирки çырнă. Юлашки çĕнĕ хыпара декабрĕн 8-мĕшĕнче лартнă. Тĕп хыпара вара март уйăхĕнчен çĕнетмен. Баннерсем сахалтарах, ялти культура пурнăçне сăнлакан баннер та пушă. Хаçатри материалсене юлашки хут августра çĕнетнĕ.

ТРАЛЬКАССИСЕМ ял хуçалăх министрĕ августра района килсе кайнине паян та тĕп хыпар тесе шутлаççĕ. Çĕнĕ хыпар ноябрьте иккĕ пулнă та, декабрьте хальлĕхе виççĕ. Баннерсенчен тралькассисем чухăнрах.

ХĔРЛĔ ЧУТАЙ ял тăрăхĕн сайтне тишкерсен темшĕн çапла калас килет: ыттисенчен те юлсах каймаççĕ, малалла та васкамаççĕ. Тĕп хыпар çук, анчах та тахçан çулталăк пуçламăшĕнче пулнă хыпарсене "уприччен" тĕп хыпар пачах пулманни аванрах та пулĕ. Юлашки çĕнĕ хыпар – декабрĕн 7-мĕшĕнчи. Баннерсем стандартлисем кăна.

ПАНТЬĂКСЕМ вара ачкассисенчен те тарăнрах ыйха путнă пулас! Çĕнĕ хыпарсене ноябрĕн 16-мĕшĕнче (уйăх каялла!) çĕнетнĕ. Нивушлĕ унтанпа Пантьăк тăрăхĕнче нимĕн те пулса иртмен? Ялти культура пурнăçне сăнлакан баннер та пуш-пушах!

ПИТĔРКАССИСЕМ хыпарсемпе аван паллаштарса пыраççĕ, декабрĕн 13-мĕшĕ тĕлне çичĕ хыпар лартма ĕлкĕрнĕ. Ыттисенчен уйрăлса тăракан баннерсем çук, анчах лайăхрах шырасан сулахай енче Я.Ухсай 100 çул тултарнине халалланă баннер тупрăм. Тулĕк вăл та пушă...

КИВАТИКАССИСЕМ декабрĕн 13-мĕшĕ тĕлне ултă хыпар лартнă, ноябрьте те чылай пулнă хыпарсем. Пĕлтерĕшли – ытларах ял тăрăхĕнче пулса иртнĕ пулăмсемпе паллаштарни. Аван! Анчах баннерсем сахалтарах. Тирпей-илем кĕртесси тата ялти культура пурнăçĕ çинчен калаканнисем пуш-пушă. Тĕп хыпар "Асамлă чаршав" фестиваль çинчен октябрьте пулнă.

ХУСАНУШКĂНЬСЕН те тĕп хыпар октябрьте иртнĕ Информаци кунĕ çинчен, çĕнĕ хыпар вара декабрьте хальлĕхе пĕрре кăна. Ноябрьте ултă хыпар кăна пулнă, анчах ытларахăшĕ ял тăрăхĕнче мĕн пулса иртни пирки. Баннерсем ыттисенчен ытларах. Пĕрне, ялти культура пурнăçне сăнлаканнине, кĕрсе пăхрăм – августранпа та çĕнетмен.

ШТАНАШСЕМ те ноябрĕн 28-мĕшĕнчен ыйха путнă пулас! Çавăнтанпа пĕр хыпар та çук. Тĕп хыпара ноябрĕн 29-мĕшĕнче çĕнетнĕ те – сайт еннелле аллисене сулнă. Баннерсем пур. Йăлана пăсас мар терĕм, культура пурнăçĕ пирки пĕлес килчĕ. Пушă!

Пĕтĕмлетсе тата çакна каламалла: хаçатри материалсене атнарсемпе (ноябрĕн 16-мĕшĕнче çĕнетнĕ) мăнэтменсемсĕр (августра) тата хусанушкăньсемсĕр (июльте çĕнетнĕ) пуçне пурте апрель уйăхĕнче кăна çĕнетнĕ. Сăлтавĕ хăйсене кăна паллă пулĕ ĕнтĕ.

Çулталăк вĕçленсе пырать. Кашни хăйĕн ĕçне пĕтĕмлетет. Ял тăрăхĕсен сайчĕсенче кунта еплерех ĕçлени, мĕнлерех пултаруллă çынсем пурăнни курăнать, çавăнпа та хăшĕ-пĕрисен тарăн ыйхăран вăранса çитес çул сайтсемпе кăçалхинчен лайăхрах ĕçлемелли пирки шухăшламаллах.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика