Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă выльăхран – таса продукци

21 декабря 2011 г.

"Коминтерн" ял хуçалăх производство кооперативĕ районта çеç мар, республикăра та паллă хуçалăх шутланать. Çулсеренех ку хуçалăх 515,2 тонна аш, 1381,3 тонна сĕт туса илет. Кăçал кунта выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма кашни условнăй выльăх пуçне 35 центнер апат единици хатĕрленĕ. Ял хуçалăх продукцине туса илес тĕлĕшре сысна ашне илесси пысăк вырăн йышăнать. Çулталăк каялла унта сысна ĕрчетекен комплекс уçнăччĕ. Çĕнĕ объект хута яни сыснасен йышне пысăклатма май панă. 2010 çулта 2450 пуç пулнă пулсан, халĕ вĕсен хисепĕ 3 пинрен те иртнĕ. Пĕр сысна аминчен 11 çураран кая мар илеççĕ. Аш-какайăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕнчен сысна ашĕ 38 процент йышăнать.

Сыснасене пахалăхлă ĕрчетес тĕллевпе хуçалăх кашни çулах ăратлă сыснасем туянать. Сăмах май, çак уйăх пуçламăшĕнче республикăри ветеринари службин специалисчĕсем, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци специалисчĕсем "Коминтерн" хуçалăхра пулса сывă та таса çурасем ÿстерсе илес, вĕсене упраса хăварас тĕлĕшпе хуçалăхăн Туканашри сысна ферминче ĕçлекенсене консультаци пулăшăвĕ панă.

Районĕпе илсен, 11 уйăх кăтартăвĕсем тăрăх ял хуçалăх предприятийĕсем кăçал 875,5 тонна аш, пĕтĕмпе 4266 тонна сĕт илнĕ. Ĕне пуçне 3242 кг сĕт тивет. "Коминтерн", "Победа", "Свобода", "Нива" хуçалăхсен кăтартусем иртнĕ çулхинчен пысăкрах.

Ĕнесен шучĕ 1292 пуçпа танлашать. Мăйракаллă шултра выльăхсем вара – 3027 пуç. 11 уйăхра 1061 пăру илнĕ. Ку енĕпе те "Коминтерн", "Аккозинское" тата "Нива" хуçалăхсен кăтартусем лайăхрах.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика