Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Некей – кĕрешÿçĕ-паттăр

23 июля 2011 г.

Юлашки вăхăтра çак çын çинчен час-часах калаçаççĕ. Район халăхĕ хăйĕн аслă та чаплă паттăрне тата юрăçне палăк лартса чысласшăн текен хыпар çÿрет. Çавна май эпĕ те ун çинчен тарăнрах пĕлес терĕм, кĕрешÿçĕ çинчен çырнă материалсене, кĕнекесене тишкертĕм.

Акă, ман алăра "Некей – паттăр ялавĕ" кĕнеке. Ăна кăçал Чăваш писателĕсен союзĕн членĕсем Юхма Мишшипе Татюк Юркки (пирĕн ентеш) кăларнă. Ку кĕнекере авторсем Некей пурнăçĕпе паттăр ĕçĕсене ятарласа тĕпчени курăнать.

Вуласа пĕлетпĕр: "Пĕтĕм чăваш халăхне ирĕклĕх паратăп тенĕ патька-патша Атăл ку енне каçнине илтсенех Хурашыв хĕрринче çуралса ÿснĕ Некей хăй тавра паттăрсене пуçтарма тытăннă. ...Унăн мăн аслашшĕ Чумей-мăрса пулнă. Çавăнпа Некей мĕн пĕчĕкрен çар ĕçне вĕреннĕ, ухăран-мĕнрен ун пек тĕл перекенни пĕтĕм çĕр çинче те урăх пулман. Хĕçпе вăрçнă чухне вара ăна никам та çĕнме пултарайман..."

Çар пуçлăхĕ пулса Некей чăваш халăх ирĕклĕхĕшĕн, тăван халăх телейĕшĕн, асамлă ялавне аллинчен вĕçертмесĕр, вăйне шеллемесĕр патша çарĕсемпе кĕрешнĕ, пуçне хунă. Авторсем тĕпчев ĕçĕсем ирттернĕ май Некей юррин сăмахĕсене тупса çырса илнĕ. Хăйĕн юррине Некей чи çывăх тус-юлташĕсемпе ĕçсе-çинĕ чухне тата çапăçу умĕн, ун хыççăн юрланă, тет. Юррине Емельян Пугачева юрласа пани çинчен те каланă. Некей юрри ламран-лама, ялтан-яла çÿренĕ. Юррăн сăмахĕсем тата чăнлав-халапсем паянхи кун та халăхра пурăнаççĕ. Темиçе çĕр çул каялла пулса иртнĕ вăрçă, унăн паттăрĕ çинчен халăх сăмахĕ тăрăх çырнă кĕнекене вуласа пĕлме питĕ интереслĕ.

Чăвашлăхшăн тăрăшакан таврапĕлÿçĕсем ĕлĕкех Некей çинчен историллĕ материалсем пухнă. Историллĕ чăнлавсенчен пĕри – "Из ведомости Курмышской воеводской канцелярии о содержащихся при ней участниках и характере крестьянских выступлений в Курмышском уезде". Вăл Чăваш Республикин Тĕп Патшалăх архивĕнче упранать. Унсăр пуçне "Пугачевщина" ятлă кĕнекере те Некей çинчен сахал мар çырнă.

Некей паттăрлăхне кура ăна "Чăвашсен 100 чаплă çынни" кĕнекене те кĕртнĕ. Чăн та, Михаил Иванов пек паттăрсен ячĕсем халăх асĕнче ĕмĕрлĕхех пурăнма тивĕç.

Чăвашсен хастар ывăлне халалланă палăка Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчи Сĕнтĕкçырминчи Культура çурчĕ çывăхĕнче вырнаçтарма йышăннă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика