Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх апачĕ янтлаççĕ

23 июля 2011 г.

Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсем, фермерсем тăрăшсах выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлеççĕ. Июлĕн 21-мĕшĕ тĕлне районта утă хатĕрлемелли плана 55 процент, сенаж хывмаллине 193 процент пурнăçланă. Нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкне пĕтĕмпе 90 процент чухлĕ çулнă. Пĕр çул ÿсекен курăксене симĕс масса тумашкăн 150 гектар çинчен çулса пуçтарнă.

Пысăк хăвăртлăхпа тата пахалăхпа ĕçлекен хуçалăхсен шутне чи малтанах "Коминтерна" кĕртмелле. Ку хуçалăхра нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ ытти хуçалăхсенчен чи пысăкки, 790 гектар йышăнать. Çапах та атнарсем курăк çулса илессине 99 процент пурнăçланă, 4500 тонна (281 процент) сенаж хывнă.

Çавăн пекех "Нива", "Победа", "Свобода", "Асамат" (Сĕнтĕкçырми уйрăмĕ) хуçалăхсем те аван ĕлкĕрсе пыраççĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика