Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вутăн алли вăрăм

27 июля 2011 г.

Шăрăх та типĕ çанталăкра вут-кăварпа уйрăмах асăрхануллă пулмаллине аса илтерсех тăратпăр. Апла пулин те инкексем пулсах тăраççĕ. Районти пушар асăрхавĕн аслă инспекторĕ С.А.Сорокин пĕлтернĕ тăрăх, юлашки кунсенче районта икĕ пушар тухнă.

Июлĕн 23-мĕшĕнче 14 сехет те 15 минутра Хурашаш ялĕнче пурăнакан В.Е. Вашуркин хуçалăхĕнче хуралтă çунма тытăннă. Пушар тухнин сăлтавĕ – ача-пăча шăрпăкпа выляни.

Июлĕн 25-мĕшĕнче ирхи тăватă сехет çитеспе Атнарта пурăнакан 48 çулхи Г.С. Савельевăн хуçалăхĕнче инкек тухнă, килĕ-çурчĕ тата çулла пурăнмалли çурт çуннă. Вут-çулăмра кил хуçипе пĕрле пурăннă хĕрарăмăн, 1941 çулта çуралнă Н.И.Вуколован, кун-çулĕ татăлнă. Пушар мĕнрен тухнине тĕпчеççĕ, анчах та инкекĕн тĕп сăлтавĕ чĕлĕм туртнă чух асăрханусăр пулни тесе шутлаççĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа районта пĕтĕмпе 15 пушар пулнă. Тăкаксен калăпăшĕ 750 пин тенкĕпе танлашать. Вут-кăварта пурĕ 4 çын вилнĕ. Пĕлтĕр ку вăхăтра 29 пушар пулнă, вута пула 3 çын пурнăçран уйрăлнă.

Вут никама та, ниме те шеллемест. Уйрăмах шăрăх çу кунĕсенче вутпа питĕ асăрхануллă пулмалла. Пушар хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалла. Ача-пăчана шăрпăкпа выляссинчен асăрхаттарсах тăмалла.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика