07 мая 2011 г.
Сĕнтĕкçырминче çуралнă Иван Никандрович Фролов Аттелĕх вăрçи виççĕмĕш çул кĕрленĕ чухне Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме тухса каять. Хаяр вăрçăра çамрăка малтанах хăрушă пулнă. Майĕпен чунĕ хытса пынă, вилесене те хăнăхма тытăннă. И.Фролов Кировоград, Минск, Бобруйск хулисене ирĕке кăларнă çапăçусене хутшăннă. "Нихăçан та пĕрре те каялла чакман," – тет вăл. Çапла майĕпен вĕсен çарĕ Берлин çывăхнелле пынă.
– 1945 çулхи майăн 6-мĕшĕнче Эльба юхан шывĕнче Америка çыннисемпе тĕл пултăмăр. Калаçса татăлнă хыççăн пирĕн чаç хулана кĕрсе кайрĕ. Америка çыннисем пире питĕ аван кĕтсе илчĕç, хăналарĕç, – вăрçă çулĕсенчи хурлăхсăр самантсене аса илет Иван Никандрович.
Паллах, вăрçăра савăнăçлă самантсем сахалтарах тĕл пулаççĕ. Хурлăхли чылайрах. Иван Фроловăн та кун пеккисем ытлашшипех. Артиллерист пулнă май хыçалта пыракан салтаксем валли çул уçса пымалла пулнă. Малта вара яланах хăрушă, вилĕмĕ çири кĕперен те çывăхрах.
Апла пулин те вăл вăрçăран ырă-сывă таврăнма пултарнă. Паян вара патшалăх вăрçă ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕрлĕ пулма май паракан сертификатпа илнĕ хваттерте пурăнать.
– Çавах яла чун туртать, – тет вăл, – унта улмуççи йывăççисем... Кунта вара хваттер чÿречисенчен район больницин çурчĕпе Туктамăш ялĕ кăна курăнса ларать.
Источник: "Пирěн пурнăç"