Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савар, мухтар чĕлхемĕре

04 мая 2011 г.

Апрелĕн 22-29-мĕшĕсенче районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литература эрнисем иртнĕ.

Питĕркасси

Апрелĕн 22-мĕшĕ.Чăваш чĕлхипе литература эрни "Улăп чĕреллĕ çын" презентаципе уçăлчĕ. 10-мĕш класра вĕренекенсем Аслă патриархăмăрăн И.Яковлевăн пурнăçĕпе пултарулăхне туллин çутатса парас тĕллевпе проект хатĕрленĕ. Çавна май биографи ушкăнĕ Иван Яковлевич Раççей халăхĕшĕн тунă вышкайсăр ĕçĕпе паллаштарчĕ. Историксен ушкăнĕ вара унăн ĕçне тăсакан пултаруллă çынсем çинчен каласа пачĕ. Уяв И.Яковлевăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ тăрăх хатĕрленĕ викторина ыйтăвĕсене хурав панипе вĕçленчĕ.

Апрелĕн 23-мĕшĕ. Аслă классенче вĕренекенсем хушшинче "Мул – эрнелĕх, ăс яланлăх" ятлă ăс-тăн вăййи иртрĕ. Пултаруллисемпе тавçăруллисем 9-мĕш классем пулчĕç. Çак класра ăс пухакан Н.Мидушкина 85 балл пухса çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.

Апрелĕн 25-мĕшĕ. Пуçламăш класра вĕренекенсем чăваш чĕлхи çинчен сăвăсем пăхмасăр каларĕç. Вăтам, аслă классенче вĕренекенсем "Чăваш поэзийĕн çăлтăрĕсем" литература викторинине хутшăнчĕç.

Апрелĕн 26-мĕшĕ. Пуçламăш класра вĕренекенсем И.Яковлев хайлавĕсем тăрăх сăмах каçмăшсем, Я.Ухсай пурнăçĕпе пултарулăхĕ тăрăх 5-11-мĕш классем ребуссем, пуç ватмăшсем, литература журналĕсем йĕркелерĕç. "Савар, мухтар чĕлхемĕре" конкурсра 5-мĕш классем маттуртарах пулчĕç. Çавăн пекех С.Артемьев (2-мĕш класс) тата А.Жерженова (4 класс) тăван чĕлхене юратсах вĕренни курăнчĕ.

Апрелĕн 27-мĕшĕ. Пуçламăш классенче вĕренекенсем И.Яковлев калавĕсене вуланă май ÿкерчĕксем турĕç, курава хăйсен ĕçĕсене тăратрĕç.

Апрелĕн 28-мĕшĕ. Асăннă шкулта вĕренекенсем валли "Савнă ен – Чăваш çĕр-шывĕ" краеведени сехечĕ иртрĕ. Ăна ЧР патшалăх символĕсен кунне халалларĕç.

Апрелĕн 29-мĕшĕ. Чăваш чĕлхипе литература эрнине пĕтĕмлетсе пиллĕкмĕшсене чи маттуррисем тесе палăртрăмăр.

Хусанушкăнь

Апрель уйăхĕн 22-мĕшĕнче чăваш халăхне çутта кăларнă И.Яковлевăн кун-çулĕпе пултарулăхĕ çинчен калакан кĕнекесен куравне йĕркелерĕмĕр.

1979-мĕш çултанпа тухса тăракан "Çеçпĕл" литература хаçатне кăлартăмăр. Унта чăваш Улăпĕн кун-çулĕпе пултарулăхне çутатнипе пĕрлех 6-мĕш класс ачисен чăваш чĕлхине халалласа çырнă сăввисем те вырăн тупрĕç.

Апрель уйăхĕн 23-мĕшĕнче "И.Яковлевăн биографи страницисем" журнал кăлартăмăр. 8-9-мĕш класс вĕренекенĕсем хушшинче "Сăмах ваййисем" иртрĕç. 9-мĕшсем пултарулăхпа палăрчĕç, 1-мĕш вырăна Е.Александрова çĕнсе илчĕ. О.Кольцова – иккĕмĕш, С.Праулов тата М.Смирнов – виççĕмĕш.

5-7-мĕш классем грамматика вăййисенче вăй виçрĕç. Чи нумай очко пухаканни – 6-мĕш класри Н.Тимофеев. Иккĕмĕш вырăнта – çиччĕмĕшĕнчи Е.Алежейкина тата Н.Дмитриева, виççĕмĕш – пиллĕкмĕшĕнчи Д.Макаров тата Д.Фаттахова, улттăмĕшĕнчи Е.Пономарева.

Апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче тăххăрмĕшсем "Тăван чĕлхе чуна çĕклет" литмонтаж лартса пачĕç.

Апрель уйăхĕн 28-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен М.Петрова хатĕрленĕ "Пĕлетĕр-и эсир;" презентацире 8-9-мĕш классем хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç.

Апрель уйăхĕн 27-мĕшĕнче 5-9-мĕш класра вĕренекенсем чăваш чĕлхине халалласа çырнă сăвăсен конкурсĕ иртрĕ. Пĕрремĕш вырăна Н.Тимофеев, иккĕмĕшне Е.Пономарева тата А.Степкина, виççĕмĕш вырăна Ю.Долгов тата А.Смирнов тухрĕç, вĕсем пурте 6-мĕш класра вĕренеççĕ.

5-9-мĕш классем хушшинче тăван чĕлхене халалласа кăларнă стена хаçачĕсен конкурсĕнче 9- мĕшсемпе 7-мĕшсен хаçачĕсем аванрах пулчĕç.

Апрель уйăхĕн 28-мĕшĕнче 8-9 классен "Чăваш чĕлхин паллă тĕпчевçисем" тĕпчев ĕçĕсен презентацийĕнче Е.Александрова (9 класс) палăрчĕ.

Апрель уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи эрнине пĕтĕмлетсе çĕнтерÿçĕсене чысларăмăр.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика