Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унпа пĕрле чăваш чĕри пурăнать

23 апреля 2011 г.

Çамрăк ăрăва çирĕп пĕлÿллĕ, тивĕçлĕ шайра пăхса ÿстерес ĕçре тăван чĕлхе вĕрентни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хамăрăн тăван чĕлхене лайăх пĕлни пире вырăс, ют çĕр-шыв чĕлхисене вĕренме пулăшать. Тăван чĕлхене тĕплĕ пĕлекен çын ытти чĕлхесене те хăвăртрах вĕренсе çитме пултарать.

Пирĕншĕн чи хаклă, чи юратнă, чи çывăх чĕлхе – чăваш чĕлхи. Вăл Тăван çĕр-шыв пек, анне пек пĕрре çеç, ăна суйлама та, сутăн илме те çук. Кашни çыншăнах ашшĕ-амăш чĕлхи, тăван халăх историйĕ, йăли-йĕрки, юрри-ташши, юмах-халапĕ хаклă.

Чĕлхе вăл – самана тĕкĕрĕ. Пирĕн тăван чĕлхемĕр пурнăç таппинчен пĕр утăм та юлмасть. Саманине кура йăла-йĕрке, шухăшлав, сăмах йышĕ çеç мар, сăмахсен пĕлтерĕшĕ те улшăнать. Чĕлхе тасалăхĕшĕн кашнин тăрăшмалла, халăхăн сăваплă та чи таса, чи хаклă пурлăхне, атте-анне чĕлхине юратса пурăнмалла. Тĕрлĕ эрешлĕ, пиншер тĕрĕллĕ, асамат кĕперĕ пек çичĕ тĕспе ялкăшса çунса тăракан атте-аннен çепĕç чĕлхине мухтаса çÿле çĕклемелле, ĕмĕр-ĕмĕр упрамалла. Тăван чĕлхе – çепĕç те, янăравлă та. Чăваш чĕлхипе пĕрле чăваш чĕри пурăнать. Тăван чĕлхе илемлĕх туйăмĕ çуратать. Юратнă та манми, пур чĕлхерен те чи таса чăваш чĕлхи пирĕн чĕрене ĕмĕрлĕхех кĕрсе вырнаçнă, çут маяк пек çул-йĕре уçса пырать, пĕтĕм чăваша анне ăшшиллĕ çупăрлать, тăван халăха пĕр чăмăра пуçтарать.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика