Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Инкексемсĕр, йĕркене пăсмасăр ĕçлемелле»

16 апреля 2011 г.

Халăх тăрăшнă çĕрте ĕçлеве сыхласси тĕп вырăнта пулмалла. Районта ку тĕлĕшпе лару-тăру еплерех пулнă пирки социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçлев тĕп специалист-эксперчĕпе Эльвира Николаевна ВИКТОРОВАПА тĕл пулса калаçрăмăр.

– Республикăра ĕç сыхлавĕн уйăхлăхĕ пырать. Районта апрелĕн 1-30-мĕшĕсенче мĕн тума палăртнă;

– Çапла, 2006 çултанпа республикăра ĕç сыхлавĕн уйăхлăхне ирттереççĕ, ăна апрелĕн 28-мĕшĕнче паллă тăвакан Пĕтĕм тĕнчери ĕç сыхлавĕн кунне халаллаççĕ. Уйăхлăх вăхăтĕнче республикăра 282 мероприяти ирттерме палăртнă. Районта вара çак уйăхлăхăн планĕпе килĕшÿллĕн ятарлă комисси туса хунă. Комисси членĕсем ĕç коллективĕсене тухса çÿреççĕ, ĕç сыхлавĕпе çыхăннă лару-тăрупа паллашаççĕ. Хуçалăхсенче тăрăшакансем медицина тĕрĕслевĕпе, ĕç сыхлавĕпе çыхăннă вĕренÿ витĕр тухассине асăрхаççĕ. Муниципаллă предприятисемпе учрежденисен уйăхлăха обязательнăй йĕркепе хутшăнмалла. Ыттисене те, çав шутра уйрăм предпринимательсене, уйăхлăха хутшăнма сĕнетпĕр. Кунта çакна каласа хăвармалла: районти виçĕ уйрăм предприниматель ĕç сыхлавĕпе вĕренÿ витĕр тухассине йĕркеленĕ.

– Çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланнă май ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕç сыхлавĕпе çыхăннă лару-тăру еплерех;

– Паллах, ĕç çи вăхăтĕнче хуçалăхсене пысăк тимлĕх уйăратпăр. Суйласа ирттернĕ тĕрĕслевсем ĕç сыхлавĕпе çыхăннă кăлтăксем пуррине кăтартрĕç. Пур ĕçченсемпе те хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнса ĕçлемелли пирки инструктаж ирттермен. Ĕç сыхлавĕпе çыхăннă инструкцисем те саккунпа килĕшсе тăмаççĕ. Ятарлă тумтирпе атă-пушмак, уйрăм хÿтĕлев хатĕрĕсем пурне те çитмеççĕ, пуррисене çуса тасатассине, юсаса çĕнетессине те йĕркелемен.

Çурхи ака ĕçĕсене пуçăниччен механизаторсене ятарлă программăпа 20 сехет хушши вĕрентмелле. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн протоколсем çырса удостоверенисем памалла. Çак тĕллевпе ертÿçĕсен хуçалăхсенче ятарлă комисси йĕркелемелле, ĕçченсемпе инструктаж ирттермелле.

– Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем медицина тĕрĕслевĕ витĕр пурте тухнă-и;

– Ĕç сыхлавĕн уйăхлăхĕ пуçланнă тĕле "Свобода" тата "Нива" ЯХПК ĕçченĕсем пурте медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă, "Победа" ЯХПК-ра ĕçлекенсен – 80 проценчĕ. "Асамат" ТЯО-ра 9 çын, "Аккозинский" ЯХПК-ра – 11, В.Никитин фермер хуçалăхĕнче – 5, "Путь Ильича" УАО-ра – 8, "Авангардра" 6 çын медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухман пирки ĕçе пуçăнма ирĕк илмен. Ку ĕçе вăраха ярас марччĕ.

– Предприятисемпе организацисен ертÿçисене, унти специалистсене ĕç сыхлавĕпе тата мĕн сĕнме пултаратăр;

– Ĕç сыхлавĕн саккунĕсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслесех тăрсан та, айăплисене асăрхаттарсан та инкексем пулаççех. Пĕлтĕр районта ĕç вырăнĕнче пĕр инкек пулнă, ăна çăмăллисен шутне кĕртнĕ. Çын пурнăçĕ татăлнă тĕслĕхсем пулман. Кăçал халăх тăрăшнă вырăнта инкексем ан пулччăр тесен ертÿçĕсен ĕç кунне хăрушсăрлăх ыйтăвĕсенчен пуçламалла. Ĕçе тухакан техника юсавлă, ĕç условийĕсем тивĕçлĕ шайра пулмалла.

– Тавтапуç калаçушăн.

 

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика