26 марта 2011 г.
Çак кунсенче шкулта сывă пурнăç йĕркине пăхăнассипе йĕркеленĕ уйăхлăха хутшăнса уçă класс сехечĕсем пулчĕç. Кашни класрах сывлăх темипе калаçу иртрĕ.
Пĕрремĕш тата виççĕмĕш классене ертсе пыракан Р.И.Андреева шăпăрлансемпе "Хăвăр сывлăха упрăр!" темăпа калаçрĕ, вăйă мелĕпе усăллă тата сиенлĕ апат-çимĕç çинчен пĕлтерчĕ.
Иккĕмĕш тата тăваттăмĕш классене В.А.Нагорова "Сывлăх пуринчен те хаклă" калаçура сывлăха упрас хăнăхусене яланах асра тытма сĕнчĕ.
Пиллĕкмĕш класра А.А.Макарова "Сывă çитĕн" темăпа сăмах вĕççĕн кăларнă журнал тăрăх калаçу йĕркелерĕ.
Улттăмĕш класс ертÿçи И.В.Маркова "Сывлăх тата эмоци" темăпа калаçу ирттерчĕ, лайăх та усăллă, килĕшÿллĕ те ырă туйăм çеç кăмăла, ĕçлес, вĕренес туйăма çĕклени çинчен пĕлтерчĕ.
Çиччĕмĕш класра А.Г.Лаптева "Сывă пурнăç йĕрки" ыйту йĕри-тавра калаçрĕ. Ачасем анкета ыйтăвĕсене хуравларĕç, чĕлĕм туртни сывлăхшăн сиенлĕ пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç.
Саккăрмĕш класра Е.В.Яхатина "Туртни – сиенлĕ!" темăпа калаçрĕ. Вăл ачаранах сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма вĕреннине ним те çитменнине палăртрĕ. Астаракансем хыççăн кайма юраманнине, хăвăнпа хăв хуçа пулма тивĕçлине манма юраманнине асра тытма сĕнчĕ.
Тăххăрмĕш класра С.В.Яруткина "Сиенлĕ "пиллĕк" тата "Усăллă "вуннă" темăна уçса пачĕ. Вĕренекенсем сиенлĕ тата усăллă апат-çимĕçе тĕрĕс суйлама пĕлмеллине вăйă мелĕпе ăнланчĕç.
Источник: "Пирěн пурнăç"