26 марта 2011 г.
Хусанушкăнь шкулĕнче Сывлăх кунĕсене ирттересси йăлана кĕчĕ. Çак кунсенче вĕренекенсем уроксем хыççăн спортзала пухăнчĕç. Физкультурăпа вĕрентекен А.А.Макарова 5-9-мĕш класра ăс пухакансене темиçе ушкăна пайланă хыççăн спортсменсем çивĕч кĕрешĕве тухрĕç. Хăйсем вăйлă та хăюллă, хăвăрт та пултаруллă пулнине кăтартас енĕпе ăмăртрĕç. Спортзал ачасен хавхалануллă шавĕпе тулчĕ. Эстафетăра ăмăрту хыççăн ăмăрту пулчĕ, класс ертÿçисем ачасене хавхалантарса тăчĕç, вăйăсене ирттерме пулăшса пычĕç.
Пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн çакă паллă пулчĕ: 1-мĕш вырăна 8-мĕш класс команди тухрĕ, 2-мĕш вырăнта – 9-мĕш класс, 3-мĕш вырăнта – 7-мĕшсем.
Ачасем çакăн пек ăмăртусене тата нумай ирттерес шухăшпа кăмăллăн саланчĕç.
Источник: "Пирěн пурнăç"