26 марта 2011 г.
Нумай ачаллă çемьесем шутне 3 е ытларах ачаллă, çав шутра 18 çул тултарман ама çури ывăлĕпе хĕрĕ те, çавăн пекех усрава илнĕ пепкесем кĕреççĕ.
Хула округĕн чиккинче вырнаçнă çĕр лаптăкĕсен чи пысăк виçисем: уйрăм çурт-йĕр çавăрма тата дача тума 0,06 га, хушма хуçалăх тытса пыма – 0,12 га.
Муниципаллă районсен чиккинче вырнаçнă çĕр лаптăкĕсен чи пысăк виçисем: уйрăм çурт-йĕр çĕклеме – 0,12 га, дача тума – 0,10, хушма хуçалăх тытса пыма – 0,20.
ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ вăтăр çиччĕмĕш сессийĕнче пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С.Енилина "Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтересси çинчен" саккун проекчĕпе паллаштарнă.
Ку саккун проекчĕпе нумай ачаллă çемьесене уйрăм çурт-йĕр çĕклеме, дача тума, хушма хуçалăх йĕркелеме пĕр хутчен çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтереççĕ. Унсăр пуçне çул çитмен çамрăксем, нумай ачаллă çемьесен йышĕнче çĕр лаптăкĕн харпăрлăхçисем пулса тăнисем, 18 çул тултарнă хыççăн пĕр хутчен тÿлевсĕр çĕр лаптăкне илме ирĕк сыхласа хăвараççĕ.
Уйрăм çурт-йĕр çавăрас шутлă нумай ачаллă çемьесенче пĕрин вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче пурăнмалли условисене лайăхлатас тĕлĕшпе нушаланакансен учетĕнче тăмалла. 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен виççĕмĕш е ытларах ача çуратнă е усрава илнĕ нумай ачаллă çемьесене уйрăм çурт-йĕр çĕклеме çĕр лаптăкне учета тăмасăрах параççĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"