Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иксĕлми Чутай çăл куçĕсем

23 марта 2011 г.

Культура ĕçченĕсен професси уявĕ умĕн

«Пĕрремĕш йĕркесенченех районти культура ĕçченĕсене çывхарса килекен професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Ĕçре çитĕнÿсем, çемьере килĕшÿ, культура ветеранĕсене канлĕ ватлăх, пурне те юрату сунатăп.

Иртнĕ çула кĕскен тишкерсе тухсан, культура отраслĕнче чылай палăртнă ĕçе пурнăçлама тÿр килчĕ. Паллах, чи лайăх пулăм вăл – районта тĕслĕхлĕ тепĕр Культура çурчĕ – Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчи Сĕнтĕкçырминче – уçăлни. Палăртма кăмăллă, пĕлтĕр республика шайĕнче пĕтĕмпе те икĕ клуб тĕслĕх ятне тивĕçрĕ, вĕсенчен пĕри – пирĕн районта. Районта халĕ виçĕ модельлĕ клуб (ытти районсенче икшер, пĕрешер, хăш-пĕр районта халĕ те модельлĕ клубсен шутне уçман-ха). Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çуллахи вăхăтра культура çурчĕсенче юсав ĕçĕсем ирттерессине, клубсем йĕри-тавра тирпей-илем кÿрессине тимлĕх уйăрни савăнтарать.

Районта 35 культура çурчĕ, вĕсенчен 19-шне çут çанталăк газĕпе тивĕçтернĕ. Пĕлтĕр Анат Çĕрпÿкасси клубне «кăвак çулăм» çитрĕ. Çитес çулсенче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле тата тепĕр пилĕк клуба тĕпрен юсаса çĕнетме, газ кĕртме тĕллев лартрăмăр. Серенкассинчи Культура çуртне патшалăх пулăшăвĕпе усă курса тĕпрен юсама тытăнтăмăр, анчах укçа-тенкĕрен хĕсĕкрех пулнă пирки юсав ĕçĕсем вăраха тăсăлма пуçларĕç.

Юлашки вăхăтра клубсем тÿлевлĕ мероприятисем ытларах ирттерме пуçларĕç. Пĕлтĕр 900 пин тенкĕлĕх тупăш тунă.

Республика шайĕнче ултă конкурса хутшăнтăмăр, иккĕшĕнче лауреат ятне илме тивĕç пултăмăр.

Тĕслĕхлĕ вулавăшсем (вĕсем пирĕн 19) Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалласа презентацисем хатĕрлерĕç. Куракансемшĕн ку питех те килĕшÿллĕ çĕнĕлĕх пулчĕ. Ман шутпа, çитĕнекен ăрăвăн аслашшĕ-кукашшĕсем иртнĕ вăрçăра кăтартнă хăюлăхĕпе паттăрлăхне пĕлмелле тата упрамалла.

Кăçал та вулавăшсем Ю.А.Гагарин космоса вĕçнĕренпе 50 çул çитнине халалласа презентаци хатĕрлеççĕ.

Халăх музейĕнче те яланхи пекех Шупашкартан илсе килнĕ тĕрлĕ куравсем иртрĕç. Галерея тата темиçе картинăпа пуянланчĕ.

Пĕлтĕр район шайĕнче ирттернĕ сумлă мероприятисем çинче чарăнса тăрас пулсан çаксене асăнса хăварас килет: Çăварни, Афган тата Чечен вăрçисенче пуçĕсене хунă ентешсене халалланă фестиваль (кунта эпир Афган ветеранĕсен обществипе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр), йăлана кĕнĕ "Çуралнă çĕр-шывшăн чĕремĕр юрлать" смотр-отчет, Хĕрлĕ лапама пур Чутай çыннисене те пуçтаракан Аслă Çĕнтерĕве халалланă уяв, "Чавал" уçланкăра иртекен "Акатуй", "Асамлă чаршав" фестиваль (кунта Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем те хастаррăн хутшăнаççĕ). Уйрăмах район çыннисем "Иксĕлми Чутай çăл куçĕсем" фольклор фестивальне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

Кашни çулах эпир мĕнле те пулин çĕнĕлĕх кĕртме тăрăшатпăр. Акă пĕлтĕр майăн 19-мĕшĕнче тĕп стадионта "Пирĕн пурнăç" район хаçачĕн редакцийĕпе пĕрле пресса фестивалĕн 1-мĕш тапхăрне йĕркелерĕмĕр. Уяв питех те çÿллĕ шайра иртрĕ. Кун пек уявсем йăлана кĕрессе шанас килет.

Маларах асăнтăм ĕнтĕ, кăçалхи мероприятисем космос темипе çыхăннă. Космоса парăнтарни пирĕншĕн питех те сумлă пулăм. Андриян Николаев виççĕмĕш космонавт чăвашсене тĕнчери аслă халăхсен йышне кĕртрĕ. Мĕнле мăнаçлăн янăранă тĕнче уçлăхĕнче "Вĕç, вĕç, куккук" юрă пирĕн Андриянăмăр сассипе! Çавăнпа та Шупашкарта ниме туса А.Николаев палăкне лартни, ман шутпа, питĕ вырăнлă тата тĕрĕс. Хĕрлĕчутайсем те çак ĕçрен айккинче тăрса юлмаççĕ пулĕ тесе шутлатăп».

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика