Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2011-Раççей космонавтикин Çулталăкĕ

26 января 2011 г.

Раççей Президенчĕн Д.Медведевăн 2008 çулхи июлĕн 31-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн космоса Ю.Гагарин вĕçнĕренпе 50 çул çитнĕ май 2011 çула Раççей космонавтикин çулталăкĕ тесе йышăннă. Ăна халалласа районта мероприятисем ирттерме пуçланă та ĕнтĕ.

"Çăлтăрсем патне" акцие хутшăнса

Космоса Ю.Гагарин вĕçнĕренпе 50 çул çывхарнă май пĕлтĕрхи ноябрь уйăхĕнчен тытăнса кăçалхи январь уйăхĕччен районта çамрăк космонавтсен отрячĕсен "Çăлтăрсем патне" акци иртнĕ. Ку мероприятие районти çамрăк космонавтсен отрячĕсен 30 ытла представителĕ хутшăннă.

"Çăлтăрсем патне" ÿкерчĕксен конкурсĕнче Хусанушкăнь шкулĕнче ăс пухакан Анастасия Марковапа Елизавета Алежейкинан (1-мĕш вырăнсем, ертÿçи С.Марков), Питĕркасси шкулĕнче вĕренекен Оксана Михуткинан (2-мĕш вырăн, О.Михуткина), Мишеркасси шкулĕнче пĕлÿ илекен Дарья Ершован (3-мĕш вырăн, Ю.Ельмов) ĕçĕсем илемлĕхпе тата хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăчĕç.

Астрономипе космонавтика историне епле пĕлнипе "Çăлтăрсем патне" темăпа кроссвордсен конкурсĕнче Питĕркасси шкулĕнче ăс пухакан Кристина Фадеева (1-мĕш вырăн, Л.Архипова), Хусанушкăнь шкулĕн вĕренекенĕсем Андрей Смирнов (1-мĕш вырăн, С.Марков) тата Николай Тимофеев палăрнă.

Çĕнтерÿçĕсен ĕçĕсене республика шайĕнче иртекен çамрăк космонавтсен отрячĕсен акцине ярса параççĕ.

"Çамрăк техник" куравра

Техника пултарулăхĕн "Çамрăк техник" республика куравĕн районти тапхăрне шкулсенче вĕренекен 40 ача хутшăннă. Вăл январĕн 21-мĕшĕнче Ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче иртнĕ. Курава станоксен, машинăсен моделĕсене, радиоэлектротехникăпа шутлав техникине, техника теттисене, самолетсемпе вертолетсен макечĕсене, шыв çийĕнче тата айĕнче çÿрекен кимĕсен пур моделĕсене тăратнă.

Çĕнĕлĕхпе, хăйне евĕрлĕхĕпе, пултарулăх потенциалĕн пысăк шайĕпе Ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн "Техника моделированийĕ" пĕрлешĕвĕнче вĕренекен Максим Смирновăн ("Судомоделирование" номинацире 1 мĕш вырăн, ертÿçи С.Марков), Мăн Этменте ăс пухакан Олег Тверсковăн ("Авиамоделирование" номинацире 1-мĕш вырăн), Ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче вĕренекен Дмитрий Захаровăн ("Авиамоделирование", 1-мĕш вырăн, ертÿçи В.Захаров), Хусанушкăнче вĕренекен Михаил Пакрушовăн ("Авиамоделирование", 2-мĕш вырăн), Штанаш шкулĕнче пĕлÿ илекен Дмитрий Ишмейкинăн тата Владислав Савельевăн ("Авиамоделирование", 2-мĕш вырăн, А.Пакрушов), Хусанушкăнь шкулĕнче вĕренекен Михаил Пакрушовăн ("Авиамоделирование", 3-мĕш вырăн) ĕçĕсем уйрăлса тăнă.

Районти талантлă тата пултаруллă ачасен ĕçĕсем Çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне халалланă республикăри техника пултарулăхĕн "Çамрăк техник" куравĕнче вырăн тупĕç.

 

 

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика