26 января 2011 г.
Малиновка ялĕнче çуралнă, Хусанушкăнче ÿснĕ Татьяна Маркова шкултан аван паллăсемпе вĕренсе тухсан Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче бухгалтер профессине алла илет. Халĕ вăл хулари ача-пăча больницинче экономистра ĕçлет. Çав хушăрах коопераци институтĕнче куçăмсăр майпа вĕренет. Çак çепĕç те кăмăллă пике цифрăсемпе тата налуксемпе çыхăннă ĕçе суйласа илни пĕр тĕлĕнтерет, тепĕр енчен вăл çивĕч ăс-тăнлă пулнине пĕлтерет. Кунпа пĕрлех ылтăн алăллă ашшĕнчен, Сергей Николаевичран, Таньăна ÿкерес ăсталăхпа илемлĕх туйăмĕ куçнă.
Январь уйăхĕнче çуралнă хĕр пĕрчине валли Таня ята ашшĕ суйласа илнĕ. Татьяна кунĕ çывхарса килни тата çамрăк ашшĕ студент пулни витĕм кÿнĕ пулинех çак ята пама. Хăйне ку ят килĕшнине пытармасть Таня.
Шупашкарта ĕçлесе те вĕренсе пурăнакан хĕр пушă вăхăт пулсанах тăван ялне, Хусанушкăне, васкать. "Атте-аннепе, Настя йăмăкăмпа юнашар чухне канатăп эпĕ", – тет Таня.
Источник: "Пирěн пурнăç"