Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх апачĕ туянма – субсиди

19 января 2011 г.

"Çут çанталăкăн сиенлĕ пулăмĕсем экономикăн чи пĕлтерĕшлĕ отраслĕн – ял хуçалăхĕн – черченлĕхне кăтартрĕç. Типĕ çанталăкра ял хуçалăх культурисем пĕтрĕç. Хресченсем халиччен çакăн пек йывăр тĕрĕслев тÿссе ирттернĕ урăх тĕслĕхе эпир ас тумастпăр", – палăртнă ЧР Президенчĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче.

Чăннипе те, çĕр ĕçченĕ çанталăка пула иртнĕ çул шар курчĕ. Çавăн пек кăткăс лару-тăрура патшалăх вĕсене йывăрлăхра пĕччен хăвармасть, хуçалăхсен ĕçлеме пултараслăхне сыхласа хăварас, хушма хуçалăхсене выльăх апачĕ туянма субсиди уйăрса парас тесе тăрăшать. Акă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе хушма хуçалăх тытакан çын кашни ĕнешĕн 1000 тенкĕне тивĕçĕ. Çакна валли ял çыннин хăй пурăнакан ял тăрăхне каймалла, унта заявлени çырмалла. Ытти ĕçсене йăлт ял тăрăхĕн администрацийĕ пурнăçлать. Ял тăрăхне паян-ыран кайса килме ÿркенекен çĕр ĕçченĕ вара кая юлма та пултарать. Патшалăх пулăшăвĕ çулталăка тăсăлмасть, ăна вăхăтпа палăртнă.

Паянхи кун пур ял тăрăхĕнче те çынсен шавĕ тăрать. Хушма хуçалăхра ĕне тытакан çемьесем 1000 тенкĕпе танлашакан патшалăх пулăшăвне тивĕçес тĕллевпе заявлени çырма пыраççĕ.

Патшалăх çĕр çыннине йывăрлăхра пĕччен тăратса хăварманнипе чуна ăшă хĕлхем çапать. Атту кăçалхи шăрăха пула выльăх апачĕ çителĕклĕ янтлама условисем çуккипе темиçе пуç ĕне тытакансем выльăх хисепне чакарчĕç вĕт. Хăйсене тыткаламалăх сĕт-çу пултăр тесе ĕне усракан ватăсенчен хăшĕсем те унпа сыв пуллашрĕç. Апла пулин те чылайăшĕ хушма выльăх апачĕ туянса ĕнене сыхласа хăварма пултарчех.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика