Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни ĕнешĕн – пин тенкĕ

12 января 2011 г.

Иртнĕ çул ял хуçалăх ĕçченĕсем умне çанталăк чылай йывăрлăх кăларса тăратрĕ. Чăтмалла мар шăрăха пула уйри курăкĕ те çитĕнеймерĕ, пахча çимĕçĕ те тухăçĕпе савăнтараймарĕ. Çавна май патшалăх, çĕр ĕçченне пулăшас тата выльăх шутне чакарас мар тĕллевпе, тивĕçлĕ мерăсем йышăнать. Акă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене тата хушма хуçалăх тытакан çынсене выльăх апачĕ туянас тĕллевпе республика бюджетĕнчен субсиди уйăрса пама палăртнă.

Палăртмалла, патшалăх пулăшăвне хушма хуçалăх тытакан пур çын та илеет. Кашни ĕне пуçне выльăх апачĕ туянма 1000 тенкĕ уйăрса параççĕ. Шута илмелли критери шутне ял тăрăхĕнчи ял хуçалăх кĕнекинче (похозяйственная книга) çыннăн чăннипе те ĕне пуррине (2011 çулхи январь уйăхĕ тĕлне) палăртни кирлĕ. Икĕ ĕне çырăннă-тăк, паллах, хресчен кашни выльăх пуçне пиншер тенкĕне тивĕçĕ.

Республика бюджетĕнчен уйăрса паракан субсидие тивĕçес тесен хушма хуçалăх тытакансен чи малтанах Перекет банкĕнче е "Россельхозбанк" УАО-ра уйрăм çыннăн счетне уçмалла. Унччен "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе килĕшÿллĕн банк учрежденийĕсенче счет уçнисем çавăнпах усă курма пултараççĕ. Малаллахи утăм – ял тăрăхне çул тытни. Унта хушма хуçалăх тытакансем ЧР Ял хуçалăх министерстви ячĕпе заявлени çыраççĕ. Заявленинче ятпа хушамата, ашшĕ ятне, ИНН, паспорт даннăйĕсене, счет номерне кăтартмалла. Ытти ĕçсене ял тăрăхĕн администрацийĕ пурнăçлать. Вĕсемех ял хуçалăх кĕнекинчен хушма хуçалăха учета илни çинчен каланине çырса илеççĕ, справка-расчет хатĕрлеççĕ. Кирлĕ документсене вара ял хуçалăх пайне çитереççĕ. Ял çыннин патшалăх пулăшăвне илес тесен кĕрĕк арки йăваласа лармалла мар, ыран-паянах ял тăрăхне çитмелле. Кая юлсан каю шăтать теççĕ, паракан укçана илме тăрăшмаллах.

Çавăн пекех ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене те выльăх апачĕ туянма кашни ĕне пуçне 1500 тенкĕ уйăрса параççĕ. Субсидие тивĕçес тесен хуçалăхсен райадминистрацин ял хуçалăх пайне икĕ документ çитермелле: 24"-СХ форма тăрăх 2010 çулта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни çинчен сведени, фермер хуçалăхĕсен – 3"-фермер формăпа 2009 тата 2010 çулсенче выльăх йышне, выльăх-чĕрлĕхрен продукци туса илнине кăтартакан сведени; 2011 çулта выльăх йышне сыхласа хăварассине çирĕплетсе обязательство çырни.

Çакăнта пĕр самант çинче чарăнса тăмалла. Енчен те субсидие тивĕçни ĕне шутне чакарчĕ пулсан – укçана тавăрса пама ыйтаççĕ. Патшалăх пулăшăвне февраль уйăхĕнчен уйăрса пама тытăнаççĕ. Çавăнпа та ĕçе вăраха ямасăр документсем хатĕрлессипе тимлемелле.

Малтанласа ĕне выльăх шутне палăртнă тăрăх, района 6 млн тенкĕне яхăн уйăрса пама пултарĕç. Вăл шутран 2 млн тенки – ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене, 4 млн тенки – хушма хуçалăх тытакансене.

 

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика