Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв кĕртеççĕ

23 октября 2010 г.

Хуларинчен кая мар пурăнасшăн

Кăçалхи шăрăх çанталăк ял çыннисене пур енлĕн тĕрĕслерĕ, ытларах ĕçлеме хистерĕ. Халăх шыв çитменнипе аптраса çитрĕ-вĕт: çăлсем, пĕвесем типсе ларчĕç.

Шывсăр пĕр кун та пурăнма çукки пирки кашни пĕлет. Çавна шутласа ялта пурăнакансем пĕр-пĕринпе канашласа, килтен киле çÿресе укçа-тенкĕ пуçтарса, техникине тупса шыв пăрăхĕсем хывма пуçларĕç. Ку енĕпе уйрăмах хусанушкăньсене асăнмалла. Ял тăрăхĕн администрацийĕ çул кăтартса пынипе кунта кăçал пур яла та таса шыв çитмелле. Ĕçсем халĕ те пыраççĕ. Малашне ку тăрăхра пурăнакансене нимĕнле шăрăх та, сивĕ хĕл те хăратаймĕ.

– Хуларинчен те кая мар пурăнатпăр. Чăн-чăн ырлăх, – теççĕ акă туриçĕрпÿкассисем.

Вĕсене кура ытти ялсенче шывсăр нушаланакансем те çак ырлăха туйса пурăнасшăн. Акă Енкĕлтри Хутор урамĕнче пурăнакансем те экскаватор тупса, укçа пуçтарса хăйсен вăйĕпех пăрăхсем хыврĕç ĕнтĕ. Анчах кунта пысăк чăрмав пур – шыв башни ĕçе юрăхсăр. "Пĕр пуçланă ĕçе вĕçне çитеретпĕрех. Хĕл кунĕсем çитиччен ăна та йĕркене кĕртетпĕр", – теççĕ çак урамра пурăнакансем. Ырламалла çеç вĕсен пуçарулăхĕпе тăрăшулăхне.

Хальхи вăхăтра Хĕрлĕ Чутай салинчи Çамрăксен урамĕнче пурăнакансем те хĕрсе шыв пăрăхĕсем хываççĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика