Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх йышне сыхласа хăварнă

30 октября 2010 г.

Выльăх йышне чакармалла мар тесе тĕллев лартнă республика правительстви ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем умне. Районти ял хуçалăх предприятийĕсем палăртнă тĕллеве мĕнле пурнăçлаççĕ-ха?

Тÿрех каламалла, япăх мар. Мĕншĕн тесен шăрăх çанталăка пула республикăри чылай хуçалăх выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлеме майсем çукран ĕне-вăкăр йышне чакарнă. Хĕрлĕчутайсем вара мăйракаллă шултра выльăха та, сумалли ĕнесене те пĕлтĕрхи чухлех сыхласа хăварма вăй çитернĕ. Акă райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн эксперт-специалисчĕ А.В. Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, районти мĕн пур хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх 3650 пуç шутланать, вĕсенчен 1366-шĕ сумалли ĕнесем. Ку цифрăсем пĕлтĕрхи çак тапхăртипе пĕрешкел. Енчен те иртнĕ çул "Асамат" общество кăткăс лару-тăруран тухас тесе 469 пуç выльăх ăсатнă пулсан, кăçал асăннă хуçалăх çăмăл мар условисенчех 336 пуç хушма мехел çитернĕ. Предприятин 2009 çулта сумалли ĕнесем 90 пуç пулнă пулсан, хальхи вăхăтра вĕсен йышĕ 111-пе танлашать. Çавăн пекех кăçал "Коминтерн", "Нива", "Свобода", "Авангард", "Телей" хуçалăхсем, В.Никитин фермер хуçалăхĕ те ĕне выльăх йышне палăрмаллах ÿстернĕ. Çак ырă пулăм хуçалăх ертÿçисемпе унти специалистсем ĕне ферми тупăш çăл куçĕ пулнине аван пĕлсе ĕçленине пĕлтерет паллах. Сăвăм кăтартăвĕ те япăх мар – паян районти кашни ĕне сакăр килограмм сĕт антарать. Ку пĕлтĕрхинчен 200 грамм ытларах.

Кăçал выльăх йышне упраса хăварнисене патшалăх та пулăшать. Хуçалăхсене ку вăй илме май парать темелле. Апла пулсан тар тăкнин усси пурах. Çапах та хĕл хырăмĕ пысăк пулни пурне те хăратать. Çакна асра тытса çаврăнăçуллисем Чул хула облаçĕнчен, Мари Республикинчен утă-улăм кÿреççĕ. "Победа", "Телей", "Коминтерн" хуçалăхсем, В.Никитин фермер хуçалăхĕ пурĕ 1170 тонна утă кÿнĕ ĕнтĕ, иккĕмĕшхурашашсем 50 тонна улăм та турттарнă.

"Салатма – çур кун, пухма – çĕр çул", – теççĕ халăхра. Патшалăх çакна вăхăтра ăнланса ĕнтĕ йывăр вăхăтра хуçалăхсене тĕллевлĕ пулăшса пырать. ЧР ял хуçалăх министрĕ С.Павлов пĕлтернĕ тăрăх, пĕрлештернĕ хуçалăхсемпе танах патшалăх выльăх-чĕрлĕх тытакан уйрăм çынсене те пулăшасса шантарать. Пулăшу кунпах вĕçленмест-ха. РФ Правительстви çитес çулăн пĕрремĕш кварталĕнче выльăх шутне сыхласа хăварнă регионсене (пирĕн республикăн та шанчăк пур) укçа-тенкĕ çителĕклĕ уйăрма палăртнă.

Ĕне-вăкăр йышне сыхласа хăварма вăй çитернĕшĕн района 3 миллион та 300 пин тенкĕ укçа килнĕ ĕнтĕ. Çывăх вăхăтра тата 4 миллиона яхăн уйăрма кирлĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика