Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынна çын шеллемест...

27 октября 2010 г.

Çул çитмен çамрăксем кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен хавшак ÿсни чи малтанах çемьери лару-тăруран килет пулĕ. Тури Çĕрпÿкассинчи пĕр каччăн пурнăçне илес пулсан та çапла калас килет – çемьере килĕшÿлĕх сахалрах. Кăçал çамрăк ача август уйăхĕнче тунă уголовнăй преступление уçăмлатса ăна икĕ çуллăх условнăй майпа айăпланă.

Ĕç-пуç вара çапла пулса тухнă. Каччă августăн 7-мĕшĕнче пĕрисем патĕнче строительство материалĕсем пушатнă çĕрте ĕçленĕ. Унта ытти ял çыннисем те пулнă. Хыççăн кил хуçисем ĕçлекенсене "çуттипе" хăналанă. Эрех Николайăн (ятне улăштарнă) пуçне те минретнĕ паллах. Каччă çак ялти П.-на темшĕн хĕнеме пуçланă: тапса-çапса пĕтернĕ, хырăмĕнчен чышнă. Каярахпа арçынна районти тĕп пульницăна ăсатма тивнĕ. Тухтăрсем инкек тÿснĕ арçынна операци тумаллине каланă. Унăн çÿхе пыршă аякки арканнă иккен.

Мĕн тери тискерлĕх. Этем этеме шеллеми пулчĕ. Çамрăк каччă хăй тунă йăнăша ăнланчĕ-ши? Унăн хаярлăхпа тулнă чун-чĕри çемçелĕ-ши?

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика