Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куç тулли кĕр пуянлăхĕ

10 ноября 2010 г.

Çĕр ĕçченĕн професси уявĕнче культурăпа кану центрĕнче ял тăрăхĕсем, райпо, ача сачĕпе шкулсем, уйрăм çынсем йĕркеленĕ пуян куравпа паллашсан кăмăл тулать. Çут çанталăк кăлтăксем кăларса тăратрĕ пулин те ял çынни алă усман, тĕрлĕ пахча çимĕç ÿстерме мехел çитернĕ иккен. Сăмахран, Тури Çĕрпÿкассинчи И.Никифоров хресчен хăйĕн çĕрĕ çинче темиçе тĕрлĕ сортлă çĕр улми туса илнĕ. Кăçал чылайăшне çак пахча çимĕç тухăçĕпе савăнтарманнипе куравра çĕр улмисене ăмсанса пăхакансем те пулчĕç.

Райпо ĕçченĕсем туса кăларакан юр-варпа та паллашма кăмăллă. Анчах та темшĕн пысăк уявсенче кăна техĕмлĕ çимĕçсен ассортименчĕ пуян. Ытти кунсенче те çакăн пек пулсан?!

Питĕркасси ял тăрăхĕ хатĕрленĕ куравра кунти çынсен купăста та, выльăх кăшманĕ те ăнса пулнине куратăн. Тăрăшуллисен, ĕçлеме ÿркенменнисен тухăç пысăках çав. Атнарсен куравĕ ытти çулхи пекех пуян. Туканашри Г.Ванягина хăйĕн хуçалăхĕнче туса илнĕ продукципе çулсерен паллаштарнине хăнăхнă ĕнтĕ.

Пĕр сăмахпа, кашниех май пур таран Ял хуçалăх ĕçченĕсен уявне хатĕрленнĕ. Маттур. Çапах та кăмăла хуçакан пулăм пулчех. Район администрацийĕн пуçлăхĕ, хаклă хăнасем куравпа паллашма тытăнсан кашни ял тăрăхĕ вĕсене хăналама пикенчĕ. Мĕнпе тетĕр-и? Çăкăр-тăварпа, чăвашăн кăпăклă сăрипе тата 40 градуслă шĕвекпе! Чăваш çынни хăнасене кĕтсе илме тарават пулнине ырлатăп. Анчах та кашни уявра эрехпе хăналама тăрăшнине чун йышăнмасть. Сывă пурнăç йĕркине сивлекен пулăм ку. Çăкăр-тăварпа тата чăваш сăрипе кĕтсе илсен те паха.

Куравра пĕрремĕш вырăна Атнар ял тăрăхĕнчи Г.Ванягина тухрĕ, иккĕмĕш – Шулюри тĕп шкул.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика