Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Асамлă чаршав» хупăнчĕ

13 ноября 2010 г.

Районта хамăр ентеш-артистсене – И.Никитина-Садовниковапа Н.Булаткина халалланă «Асамлă чаршав» фестиваль-конкурс вĕçленчĕ. Çĕнтерÿçĕсене Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем П.Садовниковпа И.Иванов чысларĕç.

Кашни спектакль тарăн шухăшлă, артистсем хăйсен сăнарĕсене витĕмлĕ, чун витĕр кăларса, ĕненмелле вылярĕç. Çавăнпа жюри членĕсене чи пултаруллисене палăртма çăмăл пулмарĕ. Куракансем Штанашри, Атнарти, Ачкассинчи, Тралькассинчи, Хусанушкăнчи сцена ăстисене хапăлласа йышăнчĕç. Акă тралькассисем Г.Терентьев çырнă «Ют çын» пьесăна чуна пырса тивмелле вылярĕç. Драмăра О.Воронова Наçтаç сăнарне пултаруллăн калăпларĕ. Ăна «Хĕрарăм рольне чи лайăх вылякан» номинацире хакларĕç. Атнарсем Н.Угаринăн «Улькка инкен виçĕ кинĕ» камичĕпе савăнтарчĕç. А.Башкиров Миша ролĕнче палăрса халăх асăнче юлчĕ. Ăна «Арçын рольне чи лайăх вылякан» ят парса чысларĕç.

Декораци тĕлĕшĕнчен киватикассисен сцени пуянрах пулнине палăртрĕç. М.Аксакована «Чи лайăх декораци хатĕрлекен» ятпа хавхалантарчĕç.

Хусанушкăньсем те «Улькка инкен виçĕ кинĕ» камитпе артистсенчен кая мар сăнарларĕç. Уйрăмах Г.Кудряшова амăшĕн рольне хĕрÿллĕн, хавхаланса вылярĕ. Сăмах май, Галина Александровна чылай çул сцена çинче вылять, тĕрлĕ жанрта «пурăнма» пĕлет. Пĕтĕмĕшле пăхсан жюри членĕсем хусанушкăньсен пултарулăхне чи пысăк хак пачĕç. Çавăнпах спектакль лартакана Н.Пономарева «Чи лайăх режиссер» ят парса чысларĕç. Иккĕмĕш вырăна Ачкасси ял тăрăхĕн артисчĕсем тивĕçрĕç. Виççĕмĕшсем – атнарсемпе штанашсем. Шел те, культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем кăçалхи фестивале хутшăнма кăмăл туман. Шутласан, вĕсен ырă тĕслĕх кăтартса малта пымалла пек. Вĕсен пултарулăхĕ çав таранах чакса ларчĕ-ши? Кун пек ĕçлесе пырсан районта культура вучахĕ сÿнсе ларасси никама та иккĕлентермест пулĕ.

Драма театрĕн артисчĕсем те парăмра юлмарĕç. Вĕсем «Салтак шăпи» спектакльти пĕр сыпăка кăтартрĕç. Юлашкинчен П.Садовниковпа И.Иванов артистсем ентешĕсене сума суса фестиваль йĕркеленĕшĕн пурне те пысăк тав турĕç.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика